25 мая 2013 г.
Хамăр ачасене «Солнышко» ача-пăча садĕнчи Е. Кроликова тата В. Ястребова (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) ертсе пыракан ушкăна çÿретме тытăннăранпа эпир: ашшĕ-амăшĕсем: ку таранччен пĕр кун та ачасем садикра мĕнле-ши тесе пăшăрханман. Пирĕн ачасем те унта кăмăлпах çÿрерĕç. Елена Юрьевнăн ĕç стажĕ - 27 çул: Валентина Валерьевнăн - 29 çул. Пирĕн ачасемшĕн пĕрремĕш учительсем çакăн пек пысăк опытлă воспитательсем пулнишĕн эпир питĕ савăнатпăр.
Пирĕн воспитательсем ачасене ырăпа усала: тĕрĕслĕхпе чăнлăха уйăрма: туслăх мĕнне ăнкарма: аслисене хисеплеме: ырă кăмăллă пулма вĕрентрĕç. Ачасем сывлăхлă пулнăшăн: тĕрлĕ енлĕ аталанма пултарнăшăн эпир вĕсене тав тăватпăр. Пĕр ачана кăна воспитани парасси те питĕ ответлă та пысăк ĕç: ачасен ушкăнĕпе ĕçлеме вара çĕр хут та йывăртарах. Елена Юрьевнăпа Валентина Валерьевна кашни ачанах тимлĕх уйăраççĕ: юратаççĕ вĕсене. Çавăнпах ĕнтĕ кашни ир ачасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илетчĕç. Тăватă çул вĕсем пирĕн ачасемшĕн «иккĕмĕш»: «виççĕмĕш» анне те пулчĕç...
Воспитатель пулăшаканне Г. Порфирьевăна (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) та ăшă сăмах каласа тав тăватпăр. Галина Степановна чылай тăрăшнипе пирĕн ачасем хăй тĕллĕн çиме: хăйсене тирпейлĕ тытма та хăнăхса пычĕç.
«Солнышко» ача-пăча садĕнчи ытти ĕçченсене те - поварсене: музыка ертÿçине: методиста: заведующине - пирĕн ачасене сывлăхлă ÿстерме тата воспитани пама нумай вăй хунăшăн: пысăк ăсталăхшăн: ашшĕ-амăшĕсене тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватпăр. Тавах сире пурне те пирĕн ачасемшĕн!
Аслă ушкăна çÿренĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"