Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Сĕтел çи теннисĕ пуриншĕн те меллĕ

20 апреля 2013 г.

Сĕтел çи теннисĕ тĕнчери массăллă спортăн чи анлă сарăлнă тăватă тĕсĕ йышне кĕрет, Раççейре вара - спортăн пилĕк тĕсĕ шутне. Юлашки çулсенче Чăваш Енре те сĕтел çи теннисне аталантарас текенсем тăрăшулăхпа палăрма пуçларĕç. Спортсменсем сĕтел çи теннисĕн секцийĕсене çÿрекенсем нумайланса пынине калаççĕ, ăна республикăри шкул ачисен, профессии училищисен, вăтам тата аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен спартакиадине те кĕртнĕ. Пирĕн районта вара спорт ăмăртăвĕсен графикне пăхсан сĕтел çи теннисĕпе иртекен ăмăрту сахал: шкул ачисен спартакиадинче тата ĕç коллективĕсен спартакиадинче. Кунсăр пуçне сĕтел çи теннисне хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчи ăмăртусен программине кĕртнĕ. Спортăн çак тĕсне юратакансем, теннис çынна ÿт-пÿ енчен кăна мар, пĕр вăхăтрах пуçа ĕçлеттерекен вăйă пулнине ăнланакансем вара асăннă ăмăртусем çителĕксĕррине калаççĕ. «Сĕтел çи теннисĕн вăййи пур ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çыннисем валли чи лайăх вăйă. Пÿлĕм ытла пысăк кирлĕ мар, çулталăкăн хăш вăхăчĕ пулни те пĕлтерĕшлĕ мар. Сĕтел çи теннисĕ вара хăвăртлăха, çаврăнăçулăха, хусканусен шайлашулăхне, чăтăмлăха аталантарма питĕ пулăшать. Вăйă çыннăн реакцине те тĕрĕслет, куçпа пăхса виçесси те лайăхланать, паллах, шухăшлав та», - çапла палăртаççĕ сĕтел çи теннисĕн паха енĕсене Александр Васютинпа Валерий Волков. Нумай пулмасть вĕсем Атăлçи федераллă округăн сĕтел çи теннис енĕпе иртнĕ ăмртуран таврăнчĕç. Сĕтел çи теннисне шкул вăхăтĕнченех килĕштернĕскерсем паян профессиллĕ спортра мар: А. Васютин «Нива» вĕрентÿ комбинатĕнче вăй хурать (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри), В. Волков - уйрăм предприниматель (сулахайри). Асăннă ăмăртăва вĕсемпе пĕрле пирĕн районтан Виталий Павлов предприниматель тата Муркаш райповĕнче тăрăшакан Валериан Павлов та хутшăннă. Иртнĕ эрнере пулнă районти ăмăртура та вĕсем лайăх енчен палăрчĕç. Çамрăк техниксен станцийĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ (А. Васютинпа В. Волков шăпах ун йышĕнчеччĕ). 2-мĕш вырăна Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи «Витязь» (команда йышăнче В. Павлов предприниматель), 3-мĕш вырăнта - Муркаш райповĕн команди (ун йышĕнче - маларах асăннă райпо ĕçченĕ В. Павлов). Спорт çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнмаллипе килĕшнĕ çак арçынсем районта та сĕтел çи теннисне ытларах сарас кăмăллă. «Ăмăртусене тухас пулсан хамăрăн ăстасем пулмалла, вĕсене таçтан «туянни», паллах, килĕшÿсĕр. Вырăнти ăмăртусене те ытларах тата тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсене явăçтарни лайăх. Акă пĕлтĕр Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев муниципаллă служащисен йышĕнче сĕтел çи теннисĕ енĕпе ăмăрту йĕркеленине ырлатпăр. Ăмăртăва вăл малашне те ирттерме шантарать. Унăн пуçарулăхĕ ĕçтешĕсем урлă вырăнсене çитсен лайăх паллах», - пĕлтереççĕ вĕсем хăйсен шухăшне. Пирĕн районта спортăн хăш-пĕр енĕсемпе федерацисем япăх мар ĕçлеççĕ. Тен пуçаруллă «теннисистсен» хăйсен федерацине йĕркелеме вăхăт.

Н.Николаева

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика