20 апреля 2013 г.
Пĕрлехи черетлĕ информаци кунĕ апрелĕн 17-мĕшĕнче иртрĕ. Ку хутĕнче районти предприятисемпе организацисенче пулса вырăнсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеме республика тĕп хулинчен Чăваш Республикинчи çынсене ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Мефодий Архипов ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Республика представителĕсем çав кун район администрацийĕн тата федераллă структурăсен районти представительствисен ответлă ĕçченĕсемпе пĕрле Муркашпа Мăн Сĕнтĕр тата Чуманкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ĕç коллективĕсенче пулса курчĕç, çынсемпе тĕл пулчĕç, вĕсене паян канăç паман ыйтусем çине хуравларĕç. Çавăн пекех информаци ушкăнĕн членĕсем район администрацийĕнче çынсене хăйсене интереслентерекен ыйтусемпе йышăнассине йĕркелерĕç. Тĕл пулусенче экологи субботникĕсем йĕркелесси, Йывăç кунне ирт-тересси, ялсемпе çулсене тата çул хĕррисене, масарсене тасатса тирпейлесси, республикăра 2013 çулта тата 2020 çулчченхи тапхăрта пĕтĕмĕшле вĕренÿ системине модернизацилессин комплекслĕ ĕçĕсем, эрех ĕçнипе кĕрешесси пирки сăмах пычĕ. Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ М. Архипов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи И. Дмитриева чи малтанах «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра пулчĕç. унта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç. Тĕл пулура район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев район пурнăçĕпе паллаштарнă май çÿлерех асăннă ыйтусемпе районта мĕнле лару-тăру пулни çинче те тĕплĕн чарăнчĕ. Паян юр хăвăрт ирĕлнине пула çÿп-çап куç умне тухма пуçларĕ. Хĕвел хытă хĕртнипе çĕр те часах типет. Çавăнпа та ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтупа ĕçлеме шăпах вăхăт. Ростислав Николаевич ку ыйтăва шăмат кун иртекен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕнче те сÿтсе явассине палăртрĕ. Майăн 1-мĕшĕччен пур çĕрте те тирпей-илем ĕçĕсене туса ирттермеллине палăртрĕ. Вĕренÿ системине модернизацилессине илсен, çакна палăртмалла. Районта пĕлтĕр ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Кăçал вара асăннă программăпа килĕшÿллĕн 4 шкула (Мăн Сĕнтĕр, Сосновка, Йÿçкасси, Нискасси) тĕплĕ юсамалла, тата Шурча шкулне ял тăрăхĕсен территорийĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем пурнăçламалли программăпа килĕшÿллĕн тĕплĕн юсама палăртаççĕ. Çакна валли республикăран пурĕ 5 млнĕ та 393 пин тенкĕ уйăраççĕ. Район бюджетĕнчен тата 1 млнĕ та 400 пин тенкĕ патне укçа пăхса хăварнă çакна валли. Иртнĕ çул Муркаш шкулĕн столовăйне тĕплĕн юсаса çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă пулсан, кăçал çак ĕçе малтан тепĕр 3 шкулта туса ирттерме палăртнăччĕ. Республика 6 шкулта çак ĕçе туса ирттерме пулăшма шантарнăран вара списока пысăклатас енĕпе шухăшлаççĕ районта. Республикăран уйăракан укçа-тенкĕ çумне районта тата тепĕр 5 млнĕ тенкĕне яхăн укçа тупма тивет. Халĕ вара чуна ыраттаракан ыйту патне куçар. Юлашки вăхăтра эрехпе ытларах иртĕхме пуçларĕç çынсем. «Мĕн пур инкек, хуйхă-суйхă эрехпе иртĕхнинчен пуçланать», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра, акă, йăлари харкашусен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Упăшки арăмне хĕненĕ, кÿршĕ тепĕр кÿрше патак çитернĕ. Е тата больницăна ытларахăшĕ эрехпе иртĕхнине пулах лекет, спирт пур шĕвекпе наркăмăшланаççĕ, нумай вăхăт ĕçнине пула малтанхи чирсем «пуçĕсене çĕклеме» пуçлаççĕ. Çул çинче те ÿсĕр водительсене, пассажирсене пула инкексем пулсах тăраççĕ. Мĕн патне пыратпăр капла; Е тата «фанфуриксем» патне таврăнар. Район администрацийĕ республикăна сĕнÿпе тухнă хыççăн почтальонсем ăна килĕрен киле çÿресе сутма пăрахрĕç, усси пулчĕ. Анчах та ку ыйту Раççей шайĕнче нормативлă право акчĕсем йышăнмасăр пĕтĕмпех татăлса пĕтмест. Халь тата тепĕр çакнашкал пулăм куç умне тухать. Райпо магазинĕсенче йÿнĕ одеколонсене ещĕкĕ-ещĕкĕпех сутма пуçларĕç. Палах, ăна сутма никам та чармасть. Анчах та ĕçекен çынсем ăна 5-6 кĕленчене харăс сапăнма маар, ĕçме илнине сутуçăсем лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та укçа тăвас ыйтăва кăшт хыçарах хăварса çынсем çинчен шухăшласан, тен, урăх таварсем ытларах сутса услам туни вырăнлăрах мар-ши; Çак шухăша палăртсах каларĕ Ростислав Николаевич. Е тата аякка ĕçлеме каякансене илер. Пĕр енчен вĕсем бюджета пĕр тенкĕ налук та тÿлемеççĕ. Тепĕр енчен вĕсен социаллă хÿтлĕх çук, аманса таврăнаççĕ, вилсе килекен тĕслĕхсем те пулмарĕç мар районта. Пенсие тухма вăхăт çитсен, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ М. Архипов каланă пек, вĕсем хăйсем те çакна туйса илеççĕ. Мефодий Михайлович пирĕн районта пурăнакансен 10 проценчĕ аякка кайса ĕçленине палăртрĕ. Ытти районсенче ку кăтарту 20-30 процентпах танлашать. Анчах ют çĕрте те эрех ĕçекенсем кирлĕ мар. Эрехпе иртĕхни пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха та вирлĕн пырса çапать. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн директорĕ Н. Любимов каланă тăрăх, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлейменнисем – эрехпе иртĕхекен çемьесем. М. Архипов пĕрлехи информаци кунĕн 2-мĕш ыйтăвĕ çинче чарăннă май кăçалтан пуçласа шкулсенче физика тата математика класĕсем уçмаллине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен паян техника тĕлĕшĕнчи специалистсем çитмеççĕ, инженерсем сахал, сварщиксем тата ытти çакнашкал професси çыннисем çите-лĕксĕр. Çав вăхăтрах вара ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче учета илнĕ экономистсемпе бухгалтерсем, юристсем ытлашшипех. Тирпей-илем кĕртес ыйтупа Мефодий Михайлович çакна палăртрĕ, йывăçсене лартса хăварни кăна çителĕксĕр, вĕсене сыхласа хăвармалла. Пĕрлехи информаци кунĕнче сÿтсе явма кĕртнĕ ыйтусемпе Муркашри кирпĕч заводĕнче те уçă калаçу пулчĕ. Унăн директорĕ Ю. Петров каланă тăрăх, эрех-сăра проблеми кунта çук. Заводра 150 çын ĕçлет. Уйăхне 1 млн. та 200 пин - 1 млн. та 400 пин штук кирпĕч кăлараççĕ. Çулталăкне 14 млн. та 800 пин кăларма пулать. Кăçал ку плана тултарма тĕллев лартнă. Малтан 4 бригада ĕçленĕ пулсан, халĕ вара 2 сменăри 3 бригада çыннисемех çавăн чухлех ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çул завод 10,5 млн. тенкĕ таса тупăш тунă. Юлашки çулсенче предприятире çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртес, машинăпа трактор паркне çĕнетес ыйтупа ытларах тимленĕ пулсан, халĕ вара рабочисен ĕç условийĕсене лайăхлатассипе нумай ĕç тума палăртнă. Ĕç укçи те предприятире пĕчĕк мар, 14 пин тенкĕрен те иртет. Çулла тата та пысăкрах вăл. Кирпĕче вара Чулхула, Ульяновск облаçĕсенче, Тутарстанра тата ытти хуласемпе республикăсенчен хапăл тусах туянаççĕ. Ку вăл хамăр республикăри предприятисене шута илмесĕр. Тĕл пулура куллен хумхантраракан ыйтусене те хускатрĕç. Вĕсем çĕнĕ тасатмалли сооружени тăвассипе, шывпа, электричествăпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç, Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев пур ыйтусем çине те тулли хуравсем пачĕ.
Л. ПАВЛОВА.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"