09 апреля 2013 г.
Муркашра район администрацийĕн кунĕ иртнĕ эрнере пулчĕ. Вырăнти активлă çынсем - район тата ял тăрăх шайĕнчи депутатсем, ял старостисем, Муркашра вырнаçнă хăш-пĕр учрежденисемпе организацисен ертÿçисем иртнĕ çул ял тăрăхĕнче мĕн пурнăçланипе паллашрĕç, малалла мĕнле утăмсем палăртассипе кăсăкланчĕç.
Ял тăрăхĕнче хăш ыйтусем çивĕч тăнине кунта çулталăк хушшинче килнĕ 74 çыру тата 3186 сăмахпа каласа ыйтни çăмăллăнах кăтартать. Вĕсенчен ытларахăшĕ çĕрпе усă курассипе, шывпа тивĕçтерессипе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, обществăлла йĕркене сыхлассипе тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ самантсемпе çыхăннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ермолаев кашни çырăва çийĕнчех хурав панине тата ăнлантару ĕçĕсем ирттернине пĕлтерчĕ. Унăн докладĕнчен ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнта пурăнакансен тăнăçлăхĕ çине те тимлĕх уйăрни палăрчĕ. Акă, сăмахран, 2012 çулта кăна пурĕ 17 çемье тĕрлĕ программăсене хутшăнса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлевсем илме пултарнă. Муркаш сали çулран çул сарăлса пынине шута илсен кунта пурăнакан çынсен йышĕ те пысăкланса пынине палăртмалла. Ачасем çуралнине кăна тишкерес пулсан та пĕлтĕр ял тăрăхĕнче пурĕ 86 ача çут тĕнчене килнĕ, виçĕм çул вара - 56. Муркашри Парк урамĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Çавна май Муркашри ача-пăча сачĕсенче черет пулнине те (кун пирки çынсенчен ыйту пулчĕ) ăнланмалла. Лицей пулнă çуртра çак çул юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. 60 ача вырнаçмалăх ача-пăча сачĕ хăйĕн алăкĕсене уçмалла.
Ял тăрăхне тирпей-илем кĕртессипе пĕлтĕр сахал мар ĕç пурнăçланă. Çÿп-çап тăкнă вырăнсене, вăл шутра вăрман хĕррисенчисене те, тасатнă. Анчах та районти ытти ял тăрăхĕсенчи пекех кунта та Малиновка, Çурлатри, Шаптак тата Çĕньял Муркаш ялĕсенчен çÿп-çап турттарса тухас ыйту çивĕч-ха. Хĕллехи вăхăтра вара çулсем хĕррипе, урамсенче автотранспорт чылай ларни çулсене юртан йĕркеллĕ тасатма чăрмантарать. Çапла вара Сергей Николаевич район центрĕнче транспорт лартмалли ятарлă лаптăксем кирлине палăртрĕ. Ку ыйтупа малашне ĕçлессе пĕлтерчĕ.
Тирпей-илем тата хăт кĕртессипе Муркаш ял тăрăхĕ республикăра малтисен ретĕнче. Иртнĕ çул акă Раççей шайĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕç - 800 пин тенкĕ хавхалантару укçине тивĕçме пултарчĕç. «Çак укçа-тенкĕпе ял тăрăхне тирпей-илем кĕртессинче усă курмалли тĕрлĕ хатĕр туяннă, вăл шутра - ача-пăча выляв площадкисене вырнаçтармалли хатĕрсем те», - тивĕçнĕ укçана тĕллевлĕ усă курнине асăнчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Ку çул Çурлатринче çул туса пĕтерме, ял тăрăхĕнче ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерессине (ку ыйту Çурлатринче, Муркашри Восточная урамра уйрăмах çивĕч) татса парассипе ĕçлеме шантарчĕ Сергей Николаевич. Муркашри Заводская, Чапаев урамĕсенче тата шкул çумĕнчен Шаптак ялĕнчи çĕнĕ урамсем патне каякан тротуарсем тума планланине те пĕлтерчĕ. Çак ĕçсене тума палăртни вара ял тăрăхĕн администрацийĕ çынсен шухăш-кăмăлне мала хурса, вĕсене ăнланса ĕçленине çирĕплетрĕ.
Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем Л. Андреев тата В. Данилов та сăмах илчĕç. Халăхпа влаç органĕсене çыхăнтаракансем ял тăрăхĕнчи çынсене мĕнле ыйтусем пăшăрхантарнине аван пĕлсе тăни курăнчĕ.
Район администрацийĕн кунне пухăннисем «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компани» МУП ертÿçине те итлес кăмăллăччĕ. Анчах предприятирен никам та пулмарĕ. Депутатсемпе старостăсем малашне çак предприяти отчечĕсене кварталта пĕрре итлесен вырăнлă пулмаллине палăртрĕç. Çак кун, сăмахран, Муркашра район администрацийĕн кунĕ иртнипе усă курса çынсемпе тĕл пулма Шупашкартан çитнисем те пурччĕ...
Н. Николаева.