Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » «Тăван кĕтес шăпи пирĕн алăра»

09 апреля 2013 г.

Муркаш ял тăрăхĕн депутачĕ Александр Куликов район администрацийĕн кунĕнче тухса каланинчен:

- Эпĕ Муркашра çуралнă, кунтах ÿснĕ. Çавăнпа та маншăн район центрĕ мĕнле аталанни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра вара, шел пулин те, çынсене нумайăшне нимĕн те интереслĕ мар, нимĕн те кирлĕ мар. Çакă вăл питĕ пăшăрханмалли пулăм тесе шутлатăп. Çакна тумалла, ку кирлĕ, тесе эпир пурте ыйтма пĕлетпĕр. Анчах та шăпах çавна ыйтма эпĕ мĕнле те пулин тивĕçлĕ ĕç тунă-и-ха тесе шухăшласа пăхнă-и кам та пулин;

Муркаш илемленсе, хăтланса пырать. Юлашки çулсенче çĕнĕ çуртсем чылай турĕç. Çынсем хваттерсене тупăшса тенĕ пекех туянаççĕ. Анчах та ялсенчен Муркашри çĕнĕ çурта пурăнма куçакансен те Муркаша юратма вĕренмелле. Паллах, вĕсен хăйсем çуралса ÿснĕ тăван кĕтесĕ пур, анчах та вăл Муркашра пурăнать пулсан çак кĕтесе те хисеплетĕр: кунти йăласене  те, вăл шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемпе, йĕркелĕхпе çыхăннисене те. Кашни çыннăн хăйĕн хыççăн тирпейлемелле, машинăсене ăçта кирлĕ унта лартса хăвармалла мар - ку вăл каламасăр пĕлмелли.

Фанфуриксем сутнине хирĕç тĕппипе кĕрешме май çук пулсан çав спиртлă шĕвеке туянакансемпе «ĕçлемелле». Вĕсен ăс-тăнĕ патне мĕнле те пулин пĕрле «шаккаса» çитме тăрăшмалла. Пĕр-пĕрне асăрхаттарса калани çилленмелли япала мар, хамăрăн культура, йĕркелĕх шайне кăшт та пулин ÿсме май пани кăна.

Йытăсем урамра çÿреççĕ тетпĕр. Анчах та йытăсенчен чылайăшĕ мăй çыххипе. Апла ку каллех хамăрăн çитменлĕх мар-и; Йытта ялта кил хуçалăха хураллама е урамра чупса çынсене хăратма тытаççĕ хуçисем;

Ял администрацине çивĕч йытусемпе тухатпăр. Ыйтусем пулмалла мар теместĕп - пулмалла. Халăхпа влаç хушшинче çыхăну пулни питĕ лайăх. Анчах та ял тăрăхĕн çак ыйтусене кĕске вăхăтра тата ансатраххăн татса пама май пултăр тесен  пирĕн кашнинех пуçаруллă пулмалла, хамăрăн тăван кĕтес шăпи пирĕн алăра пулнине ăнланса илмелле. Муркашра пурăнатăн пулсан Муркаш патриочĕ пулмалла. 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика