09 апреля 2013 г.
Маттур хĕрарăмсем пурăнаççĕ Муркаш районĕнче: хастар та правур, вăйлă та ырă кăмăллă, çав вăхăтрах çепĕç те черчен вĕсем. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа ирттернĕ «Ăнăçлăх» конкурс çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне хĕрарăмсем хăйсен портфолиосене хаклава тăратрĕç. Чăнах та темĕн чухлĕ тата темĕн тĕрлĕ çитĕнÿ тунă вĕсем, ăнăçуллă та тăрăшуллăскерсем. Пĕрремĕш тапхăрта кашни ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕ малалла хутшăнма тивĕçлисене суйласа илчĕ. Çапла вара хĕрарăм çинчен каласа паракан видеосюжетсем е презентацисем те пĕрремĕш тапхăр хыççăн Муркаша «çитрĕç». Иккĕмĕш тапхăра районти 10 хĕрарăм хутшăнчĕ.
Л. Тарасова ертсе пыракан хĕрарăмсен районти канашĕ тăрăшнипе конкурс интереслĕ те хаваслă иртрĕ: хĕрарăмсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă май залра ларакансем валли уяв концерчĕ йĕркелерĕç тесен те тĕрĕс пулать. Ал ĕç тума та, кукăль-çăмах пĕçерме те, ташă-юрăра та ăста вĕсем. «Турă хĕрарăма вăй, черченлĕх, ырă кăмăл, илем çителĕклех панă, мĕншĕн тесен унăн тивĕçĕ нумай: ачасене, мăшăра юратмалла, чирлисене пулăшмалла, çемье ăшшине упрамалла», - çакăн пек хайлава аса илнĕ май Лилия Юрьевна хĕрарăмсене яланах илемлĕ пулма сĕнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев та хĕрарăмсем пур ĕçре те маттур пулнине палăртса яланах ăнăçуллă пулма сывлăх сунчĕ.
Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчен конкурса хутшăнакан Елена Николаева уйрăм предприниматель чăн-чăн ал ĕç маçтăрĕ: вăл çиппе те, вĕтĕ шăрçапа та тĕрлеме питĕ ăста. Хăйĕн ал ĕçĕсемпе республика конкурсĕсене те, куравсене те пĕрре мар хутшăннă. Ачалăхĕпе çамрăклăхне хулара ирттернĕ хĕрарăм вара конкурсра чăваш халăх юррине шăрантарса кăмăла тата ытларах çавăрма пултарчĕ.
Муркаш ял тăрăхĕнчен конкурса «Солнышко» ача-пăча садĕнче вăй хуракан Ольга Петрова воспитатель хутшăнчĕ. Вăл - район, республика тата Раççей шайĕнчи чылай конкурс призерĕ тата çĕнтерÿçи. Хăй вăхăтĕнче ЧР Президенчĕн стипендине те тивĕçнĕ. «Шуракăш» юрăпа ташă ансамбльне хаваспах çÿрет, илемлĕ юрлать кăна мар, сăвăсем те калăплать, гитарăпа та вылять.
Çатракасси ял тăрăхĕнчи Олимпиада Сурикова та ача-пăча садĕнче тăрăшать. Пултаруллă воспитатель чылай конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Кунсăр пуçне паян вăл Кашмашри Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнне çÿрет. Çакăнпа пĕрлех кукăль пĕçерме пит ăста пулнине те палăртрĕç унăн хĕр тантăшĕсем.
Оринин ял тăрăхĕнчи Вера Вершкова вара хăйĕн пурнăçĕнче çут çанталăк пысăк вырăн йышăннине палăртать. Вырăнти шкулта техслужащире вăй хураканскер хăйсен кил хуçалăхĕн илемĕпе хăтлăхĕшĕн те тăрăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен хуçалăхĕ иртнĕ çулхи конкурсра чи лайăххисен йышне кĕме пултарнă. Чамăш ял историне пухассипе те тахçантанпах тимлет хĕрарăм.
Хорнуй ял тăрăхĕнчи Маргарита Исаковăпа Зоя Купцова та конкурса хутшăнма тивĕçнĕ. Маргарита Михайловна ĕç ветеранĕ, тивĕçлĕ канура, апла пулин те «Путь Ильича» агрофирмăра тăрăшать. Зоя Геннадьевна ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашне ертсе пырать.
Юнкă ял тăрăхĕнчен конкурса Людмила Кудряшова хутшăнчĕ. Вырăнти Культура çурчĕн директорĕ эстрада юррисене юрлама кăмăллать, пĕлтĕр акă республикăри «Çĕнĕ ятсем» конкурсра çĕнтерме пултарнă. Кунпа пĕрлех вăл ачасене те ташлама вĕрентет. 2009 çулта вара Кудряшовсен çемйи республикăри «Çулталăк çемйи» конкурсра та çĕнтернĕччĕ.
Ярапайкасси ял тăрăхĕнчен «Ăнăçлăх» конкурса Наталия Борзаева тата Лира Кудашова хутшăнчĕç. Иккĕшĕ те Шурчари тĕп шкулта вăй хураççĕ. Наталия Вячеславовна аслă вожатăй ĕçĕпе пĕрлех çамрăк çемьесен клубне ертсе пырать, çемйипе тĕрлĕ конкурссене хутшăнма кăмăллать. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать Борзаевсен çемйи. Лира Николаевна - шкул директорĕ. Унăн та ÿсĕмĕсем курăмлă: çемье конкурсĕсенче те, професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче те малти вырăнсем сахал мар.
Ярославка ял тăрăхĕнчен килнĕ Олеся Дмитриева та ача-пăча садĕнче ĕçлет. Пултаруллă хĕрарăм вырăнти хор ушкăнне хаваспах çÿрет иккен. Районти спорт конкурсĕсенче те Дмитриевсен çемйи пĕрре мар малти вырăнсене тивĕçнĕ.
Çакăн пек хастар хĕрарăмсем пулчĕç жюри умĕнче. Жюри членĕсем вара, унта Л. Тарасовăсăр пуçне ыттисем пурте арçынсем пулнăран пулĕ, пĕтĕмлетÿпе нумай кĕттермерĕç. Хĕрарăма хакласси арçынсемшĕн çăмăлах пулман-мĕн: кашни пике хăйне май илемлĕ, пултаруллă. Çавăнпах пикесене кашнин валли ятарлă номинаци тупса чысларĕç. Кунпа пĕрлех жюрире пулнă А. Куликов, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - «Сывлăх» ФСК директорĕ, хĕрарăмсене спорт комплексне çÿреме ятарлă сертификатсем парса хавхалантарчĕ. «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертÿçи С. Тимофеев тата ЧР патшалăх ветеринари надзорĕн районти тĕп инспекторĕ О. Воробьев та хĕрарăмсене ăшă сăмахсемпе саламларĕç.
Уяв вĕçлениччен вара Ростислав Николаевич хĕрарăмсем политика пурнăçĕнче те активлă пулнине палăртса «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕпе Çатракассинчи «Березка» ача-пăча садĕнче вăй хуракан Лариса Федорова воспитателе тата «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн электронлă наборпа верстка операторне Алина Беловăна чысларĕ, парнесем парса хавхалантарчĕ.
Н. Николаева.