24 ноября 2012 г.
Т. Николаева, Г. Сорокина тата Ю. Михайлова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) кашни ир хăйсен ĕçне тĕрĕслеççĕ - «Моргаушавтотехсервис» пĕрлешÿре вăй хуракансем çак кунсенче Муркашри Культура çуртне юсаса илемлетессипе тăрăшаççĕ.
«Шалти стенасене çĕнĕ сăн кĕртнĕ ĕнтĕ, халĕ сивĕ çанталăка пăхмасăрах хĕрарăмсем тулашĕнчи стенасене тимлесех çĕнетеççĕ. Хастар ĕçлеççĕ»,- пĕлтерет Культура çурчĕн директорĕ Фаина Григорьева.
Ĕçри пур вăрттăнлăха та вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ штукатур-малярсем. Тамара Васильевна акă 34-мĕш çул, Галина Владимировнăпа Юлия Васильевна иккĕшĕ те 1982 çултанпах вăй хураççĕ пĕрлешÿре. Вĕсен ылтăн аллисем миçе çурта илемлĕ «тутăр çыхтарман-ши», миçе çĕнĕ çурт тăвассине хутшăнман-ши;..
Çак маттур пикесене пĕрлештерекенни вара ĕç кăна мар. Вĕсем виççĕшĕ те амăшсем, кукамай-мамаксем. Амăш пулма йывăр-и тесе ыйтсан, «çапла» теессе кĕтнĕччĕ. Вĕсем кăшт шухăшланă хыççăн: «Лайăх», - терĕç. «Ачасем пĕчĕккĕ чухне ачасем ан чирлеччĕр кăна тесе, хамăр сывă та тĕрĕс-тĕкел пурăнсан вĕсем те пурăнаççех тесе шухăшлаттăмăрччĕ. Халĕ вара ачасем чипер пурăнсан эпир те пурăнатпăрах тесе шухăшлатпăр», - пурнăç малалла кайнине тата ăрусем хушшинчи çыхăнăва çапла палăртаççĕ ĕçчен хĕрарăмсем.
Вĕсен ачисем ÿссе çемьеленнĕ ĕнтĕ, çапах та: «Анне, мĕнле пурăнатăн; Укçа-тенкĕ кирлĕ мар-и;» - тесе ыйтни питĕ паха пулнине калаççĕ çак амăшсем. «Ачасен укçи, паллах, кирлĕ мар пире, ыйтни, пирĕн пурнăçпа интересленсе тăни пĕлтерĕшлĕ. Çакă татах та пурăнма вăй хушать», - çирĕплетсех калаççĕ çемье ăшшине упракансем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"