24 ноября 2012 г.
Районти çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем, социаллă хÿтлĕх пайĕн тата опекăпа попечительство секторĕн специалисчĕсем çемьесене «Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - «Сывлăх» ФСК-ра» кĕтсе илчĕçĕ Хăшĕсем кунта пĕрремĕш хут килнĕ мĕнĕ Çавăнпах ФСК директорĕ Александр Куликов сывлăха çирĕплетме май паракан çак пысăк комплекс тăрăх интереслĕ экскурси йĕркелерĕĕ
Хаваслă стартсене малтанласа хутшăнас кăмăллисемĔ шел пулин теĔ пурте пуçтарăнайманĕ Чылайăшĕн сăлтавĕ - ашшĕсем аякка ĕçлеме тухса кайнинчеĕ Хальлĕхе пурнăçри çак пулăмран пăрăнма çукĕĕĕ Анчах та сăмаха ăмăрту пиркиех тăсарĕ «Сывлăхри» ăмăртăва çичĕ команда хутшăнчĕĕ Çав тери интереслĕ тупăшусем хатĕрленĕ хаваслă стартсене йĕркелекенсем (кунта маларах асăннă комисси секретарĕн Лариса Петровăн тÿпи пысăккине палăртса хăвармалла), скакалкăсемпеĔ обручсемпеĔ тĕрлĕ мечĕксемпеĔ теннис ракеткисемпеĔ михĕсемпеĕĕĕ - темĕнле хатĕрпе те тупăшрĕç çемьесемĕ Çемьери чи кĕçĕннисен е аслисен ячĕсене панă командăсем чăнах та хаваслансах ăмăртрĕçĕ Тупăшусем вăхăтĕнчеĔ паллахĔ мала тухассишĕн тăрăшрĕç вĕсемĔ анчах та ăмăртăва сăнакансем çемьесемшĕн пĕрле пулнин савăнăçĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине çăмăллăнах туйма пултарчĕçĕ
Нумай ачаллăĔ йывăртарах лару-тăруллă çемьесене хутшăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ çак ăмăртăваĕ Ахальтен мар «АчалăхшăнĔ ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ çине пирĕн районти предприятисемпе организацисемĔ уйрăм çынсем куçарнă укçа-тенкĕпе ачасем валли пысăк парнесем хатĕрленĕ - спорт костюмĕсемĕ Хаваслă стартсем вĕçленсен ачасем çĕнĕ костюмсене тÿрех тăхăнчĕçĕ Кашнин валлиех ятарласа çĕлеттернĕ тейĕн вĕсене - тăпăл-тăпăл та илемлĕĕ
Кунсăр пуçне çакна та палăртса хăвармаллаĕ Çак ăмăртăва йĕркелекенсемĔ уншăн яваплисем хутшăнакансенчен ытла сахалах та пулмарĕçĕ Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лĕ ТарасоваĔ депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Аĕ СидюшкинĔ ачасен прависен уполномоченнăйĕн районти представителĕ Федор Ягушов иерейĔ Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сĕ ЕрмолаевĔ спортпа туризм секторĕн ертÿçи Вĕ ПетровĔ районти полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени ертÿçи Вĕ АлексеевĔ Оĕ Яковлев участковăй тата çÿлерех асăннисем теĕ Çакă шăпах хамăр пурнăçлакан ĕçсемшĕн ответлăх туйăмĕ ÿснине кăтартать пулĕĕ Çак яваплă ĕçченсен час-часах районти тĕрлĕ çемьесене тухса çÿреме тÿр килетĕ Апла кирек епле ĕçе те пĕрле пурнăçласан кăна ырă пĕтĕмлетÿ тума пулассине ăнланса ĕçлени куç кĕретĕ
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"