Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕслерĕç

10 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 7-мĕшĕнче  А. Николаев ячĕллĕ Муркашри районти ача-пăча тĕп библиотекине пысăк йыш пухăнчĕ. Кунта Раççей историйĕн çулталăкне халалланă «Пăтрашăнчăк тапхăр тата  1812 çулхи Отечественнăй вăрçă» темăпа ăс-тăн çивĕчлĕхне, тавра курăм аталанăвне тĕрĕслекен республика шайĕнчи «Ăслисемпе тăнлисем» ятпа интеллектуаллă вăйă иртрĕ. Унта районти шкулсенчи 8 - 9 классенче вĕренекен 26 ача хутшăнчĕ. Ĕçе çакăн пек шайра йĕркелени  пĕрремĕш хут пулчĕ.

Историе кашнин пĕлмелле, çавна май иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕл асрах пулмалла. Аваллăхсăр малашлăх çук, теççĕ халăхра. Асăннă ĕçе  ÿссе аталанакан ăрăвăн кĕнекепе  кăсăкланас туйăма вăйлатас, вĕсене историе асра тытма хавхалантарас тĕллевпе  йĕркеленĕ. Çивĕч тупăшура Нискасси шкулĕнчи Евгений Данилов чи маттурри пулчĕ. Кашмаш шкулĕнчи Наталия Максимова иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Турай шкулĕнчи Кристина Бычкова. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Ыттисем те тимлĕхсĕр юлмарĕç.

Çавăн пекех «1812 çулхи Отечественнăй вăрçă паттăрĕсем» презентаци çĕнтерÿçисем, Муркаш шкулĕн вĕренекенĕсем Екатерина Казакова тата Никита Рожков, кунта хутшăнакансене хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем истори тапхăрĕсене аса илчĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика