10 ноября 2012 г.
«Солнышко» ача садĕнче кашни ир зарядкăран пуçланать. Эрнере виçĕ хут ятарлă специалист физкультура занятийĕсем ирттерет. Картишне уçăлма тухсан та хускануллă вăйăсем вылятпăр, спорт упражненийĕсем ытларах тутаратпăр. Ачасем çулла велосипедпа, самокатпа, хĕлле йĕлтĕрпе, çунашкапа ярăнаççĕ. Кăнтăрлахи çывăрнă хыççăн ачасемпе сывлав гимнастики ирттеретпĕр, сывлăха пиçĕхтерекен упражненисем те яланах малти вырăнта. Занятисем вăхăтĕнче те ачасем ывăнасран физкультминуткăсем ирттеретпĕр. Ачасем апатланнă хыççăн яланах çăварĕсене чÿхеççĕ.
Пирĕн садикра кашни эрне уйрăм тематикăпа иртет. Нумаях пулмасть «Сывлăх эрни» иртрĕ. Çак тапхăрта ачасене çын организмĕпе, унăн уйрăмлăхĕсемпе, кашни орган ĕçĕпе паллаштартăмăр, сывлăха çирĕплетнин пĕлтерĕшне ăнланма пулăшрăмăр. Çавăн пекех «Сывлăх эрнинче» тĕрлĕ заданисене пурнăçланă чухне ачасен пуçарулăхне аталантарма та тăрăшрăмăр.
Çакăн пек лайăх условисем туса пани садикра ачасене çирĕп сывлăхлă çитĕнтерме май парать. Анчах та ача валли килте те лайăх условисем пулмалла. Çав тĕллевпе эпир, воспитательсем, ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр.
Иртнĕ эрнере пирĕн ушкăнра «Пирĕн çемьен сывă пурнăç йĕрки» ятпа килте хатĕрленĕ стена хаçачĕсен конкурсĕ иртрĕ. Унта 7 çемье хутшăнчĕ. Кашни стена хаçатне уйрăм енпе палăртма пулать: хитре ÿкерессипе, интереслĕ сăн ÿкерчĕксемпе, илемлĕ сăвăсем çырассипе. Конкурса хутшăнма кăмăл тунă çемьесене тав сăмахĕ калас килет.
Юлашкинчен çавна палăртса хăвармалла. Пирĕн ача сачĕ туса ирттерекен пĕтĕм ĕç вăл - ачасен сывлăхне упрасси. Ашшĕ-амăшĕсем те çавăн пек тĕллев лартаççĕ пулсан çĕр çинче сывлăхлă ачасем ытларах та ытларах пулĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"