Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркашра пурăнасчĕ

24 октября 2012 г.

Çапла каланине ку тăрăхрисенчен çеç мар, халĕччен ют районсенче тĕпленсе пурăннисенчен те пĕр хут çеç мар илтме тивнĕ. Пушă сăмахсем мар кусем. Сала юлашки çулсенче уйрăмах лайăхланчĕ. Малашне те çакăн пек хăвăртлăхпах аталансан, хитреленсен кĕçех вăл хула шайне çĕкленĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса, тирпейлĕ, çуркуннерен пуçласа кĕркуннеченех тĕрлĕ чечек ытамĕнчи Муркаш пурне те хăй патне туртать. Кунти çуртсем те хуларисене аса илтереççĕ. Юлашки çулсенче малтанхи пĕр-икĕ хутлисем çумне 3-4 хутлисем çĕкленчĕç. Çапла тума пулăшаканĕ - «МСО «Моргаушская» АХО.

Владислав Семенов ертсе пыракан организацин ĕçĕ-хĕлĕпе çак çуркунне паллашнăччĕ. Ун чухне Геннадий Петров бригади Парк урамĕнчи 6-мĕш çуртăн никĕсне янăччĕ. Строительсем çулталăк вĕçĕнче çурт çи витти айĕнче ларасса шантарнăччĕ. Çĕнĕ çулччен вăхăт самай-ха, çурт вара тахçанах ÿссе ларнă, халĕ унта тирпей-илем, хăтлăх кÿрессипе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ. Сăмах май, «МСО «Моргаушская» предприяти иртнĕ çул асăннă урамри 4-мĕш çурта хута янăччĕ. Шăпах çакăнта /виçĕ подĕездлă, 48 хваттерлĕ/ çамрăк пилĕк çемье, ултă çамрăк специалист, тăхăр салтак арăмĕ тата ытти те пурăнма пуçланă. Хăшĕ-пĕриншĕн тĕлĕнмелле те пулĕ, вĕсен хушшинче Муркашсем çеç мар, Элĕксемпе Çĕрпÿсем те пур. 6-мĕш çуртра вара Иркутскра ĕçлесе пурăнакан ентешсем те хваттер туянасшăн иккен.

Владислав Николаевичпа­ предприятин ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçрăмăр. Вăл пĕлтернĕ тăрăх унăн строителĕсем малашне те çакăнтах ĕçлĕç. Муркаша тата та хăтлă тăвĕç. Парк урамĕ малалла тăсăлĕ, пĕлтĕрпе кăçал Гагарин урамĕнчи 18-мĕш çуртра та ĕçленĕччĕ. Халĕ унта, 24 хваттерлĕскерте, пĕрин хыççăн тепри çĕнĕ çурта куçнă ятпа тус-тăванне кĕрекене пухĕ.

- Юлашки вăхăтра çурт-йĕр тăвас ĕçре пайçăсем нимсĕр тăрса юлнă пулăмсемпе тĕл пулатăн. Сирĕн клиентсене хăратмасть-и çакăQ - кăсăклантăм эпĕ.

- Çурт никĕсне яма, ăна çи витти таран çĕклеме çеç мар, ăна туса пĕтеричченех хамăрăн укçапа усă куратпăр. Ку тĕлĕшпе кредит илетпĕр, - терĕ Владислав Семенов. - Çын хăй курать пирĕн ĕç мĕнле йĕркеленсе пынине. Тĕрлĕ программăпа - «Çамрăк çемье», «Çамрăк специалист», «Амăшĕн капиталĕ» тата ыттипе те - ĕçлетпĕр. Кашни çурта çĕнĕ технологипе усă курса тăватпăр.

- Хăш енĕпе лайăхрах вĕсем

- Газ хуранĕсем çĕнĕ йышшисем. Кашнийĕ хăйĕн хваттерне мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн пек ăшăтма пултарать. Ятарлă блоксемпе усă курни ăшша çухатма памасть, çапла майпа газа 30-40 процент таран перекетлеме пулать.

Çурт хыççăн çурт çĕкленет. Пĕринчен теп­ри хитререх. Юмахри пек. Çапла пултăр тесен пĕр вырăнта тăмалла мар - пĕлĕве, ăсталăха ÿстермелле. Çакна яланах асра тытать мал курăмлă Владислав Семенов. Çулленех 60 çынлă коллективран 20-мĕшĕ тĕп хулари «Нива» УПКра икĕ эрнелĕх курсра предприяти шучĕпе вĕренет. «Пурнăçран кая юлмалла мар, çĕнĕ технологие алла илмелле, - тет кун пирки гендиректор. - Çитес вăхăтра Парк урамĕнчи 8, 10-мĕш çуртсен никĕсĕсене ярăпăр, килес çул вĕсем те ÿссе ларĕç те хăйсен хуçисене тупĕç. Ача-пăча валли илĕртÿллĕ лапамсем ăсталăпăр».

Предприяти çавăн пекех районти хуçалăхсен, организацисен, уйрăм çынсен çурт-йĕрне юсама, реконструкци тума пулăшать. Кирлĕ чухне организаци хăватлă, ятарлă техникăпа тивĕçтерме хатĕр. Çапла майпа çуллен 60 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçлаççĕ.

Тепĕр самант пирки чарăнса тăмаллах. Пĕр шухăшласан, çакă предприятие чăрмантарма çеç пултарать темелле. Сăмахăм акă мĕн пиркиS организацин спорт залĕнче бокс секцийĕ ĕçлет. Ăна СССР спорт мастерĕ Сергей Черкашин тренер ирттерет. Хальхи вăхăтра унта районти 57 çамрăк çÿрет. «Муркаш ачисем сывлăхлă çитĕнччĕр, салтака кайма юрăхлă пулччăр», - тет Владислав Николаевич.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика