Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тăван тавралăхпа паллашрĕç

03 ноября 2012 г.

Çут çанталăка,  тăван тавралăха упрамалли пирки эпир ачасене тăтăшах аса илтеретпĕр, нумай калаçатпăр. Вĕсене çут çанталăка упранă тĕслĕхсемпе паллаштарни вара калаçуран кăтартуллăрах. Çакна шута хурса иртнĕ кунсенче Муркашри вăтам шкулти 10 «в» класра вĕренекенсем Ильинкăра упранакан çут çанталăк палăкĕ  - Чăваш Енри чи ватă юман патне çитсе килме шутларĕç.

Питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç пире Ильинкăра. Малтанах кунти шкулта вырнаçнă Гузовский ячĕпе йĕркеленĕ музейпа паллашрăмăр. Интереслине чылай пĕлтерчĕ пире шкул директорĕ Надежда Иванова.

Хыççăн вара капмар та çÿллĕ юман патне çитрĕмĕр. Чăваш халăхĕ çак юмана пиллĕкмĕш ĕмĕр упраса пурăнни питĕ чаплă. Акă ĕнтĕ вăл инçе каймалла мар ырă тĕслĕх - çут çанталăка чăннипех те юратни.

Кунтах «хÿтлĕхре» паллă çĕпĕр лиственници те ÿсет. Ăна шăпах     Б. Гузовский вăрманçă лартса хăварнă. Атăл хĕрне те анса хăпартăмăр. Ун анлăшĕ, вăл кунта юхса выртни мăнаçлантарать.

Интереслĕ те усăллă экскурси пулчĕ пирĕн. Епле хитре пирĕн тăван тавралăх. Ăна малашне те упраса пурăнасчĕ пирĕн. Тен юман патĕнче ачасем хут çине çырса хăварнă шухăшĕсенче кун пирки те сăмах пулчĕ пулĕ. Шухăшĕсем вăрттăнлăхра юлччăр, пурнăçланччăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика