07 ноября 2012 г.
Районти çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса пыраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма паракан социаллă тÿлеве 6 çамрăк çемье тивĕçнĕччĕ, вĕсенчен иккĕшĕ çурт-йĕр туяннă.
Ноябрĕн иккĕмĕшĕнче кун пек свидетельствăна районти тепĕр çамрăк çемье тивĕçрĕ. Муркаш ял тăрăхĕнчи Мартыновсен çемйи пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе черете 2007 çултах тăнă пулнă. 4 çынран тăракан çамрăк çемье çитес вăхăтрах пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"