Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çирĕплĕх пурри курăнать çамрăксенче

31 октября 2012 г.

Иртнĕ эрне кун Муркашри вăтам шкулти 10 класра вĕренекен хăш-пĕр ачасене кадетсен ретне илчĕç.

«...Вĕренÿре те, хамăра тытассинче те тĕслĕх пулма тупа тăватпăр...» - çакăн пек сăмахсем пур кадетсен тупинче. Хăйсен пурнăçĕн хальхи тапхăрĕнче çамрăксемшĕн ку сăмахсем чи пĕлтерĕшлисем пулса тăмалла. Çапла пуласси иккĕлентермест: кадетсен куçĕ ыттисенчен çуттăнрах çиçет, темĕнле çирĕплĕх пурри курăнать çак çамрăксенче. Тантăшĕсенче çак çирĕплĕх пуррине курсах  вун пĕрмĕшĕнче вĕренекен тепĕр виçĕ ача та кадетсен йышне кĕме шутланă пулĕ.

Çак татăклă утăма тунă ятпа кам кăна саламламарĕ пуль кадетсене: районти ертÿçĕсем те, Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем те. Пакунсем илме тивĕçнĕ çамрăксене тĕп хулари ача-пăча полици академийĕнче вĕренекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарса саламларĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика