Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркаш кĕперне çапла тунă

27 октября 2012 г.

Историе кашнин пĕлмелле тата ăна упрама тăрăшмалла. Халĕ вара вăтăр çул каяллахи тапхăрпа кăсăкланар-ха (Л.С. Софронов сĕннипе).

Ун чухне КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Валериан Семенович Краснов пулнă, райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕнче Леонид Софронович Софронов тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă, районшăн ырми-канми тăрăшнă хисеплĕ çыннăмăрсем халĕ район хаçачĕпе, коллективĕпе тачă çыхăну тытаççĕ, хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртаççĕ.  

Пĕтĕмĕшле илсен çав тăпхăрта район экономикин аталанăвĕ, çурт-йĕр тата ытти объект çĕклесси, çавăн пекех ял хуçалăх ĕçĕсем тулли хăватпа пынă. Вăл вăхăта тишкерсен çакă курăнать:

«Муркаш районĕнчи  ĕç çыннисем 1982 çулхи плансене  ăнăçлă пурнăçлас тата  ССР Союзне туса хунăранпа  60 çул  çитнине чыслăн кĕтсе илес тĕлĕшпе  социализмла  обязательствăсем  йышăннă. Вĕсене районти промышленноçпа   суту-илÿ* йăла ыйтăвĕсене  тивĕçтерес ĕç, колхозсемпе совхозсен, организацисемпе  учрежденисен  коллективĕсенче сÿтсе явнă. Çакна халăх хуçалăх активĕн районти слетĕнче 1982 çулхи январĕн  11-мĕшĕнче йышăннă».

Социализмла обязательствăсенче малалла çакăн пек самантсене палăртнă:

«Иртнĕ çул  строительствăра  6,6 миллион тенкĕлĕх  капиталовложенисемпе усă курнă, чылай объекта хута янă. Кăçал вара  8 миллион тенкĕлĕх  капиталовложенисем уйăраççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ĕç тухăçлăхне  1,5 процент  ÿстермелле,  строительствăпа  монтаж ĕçĕсен  хăй хаклăхне  планпа палăртнинчен 0,5 процент  чакармалла.

Çавна май çак объектсене хута ямалла:

- Ильич  ячĕпе хисепленекен колхозра Культура çуртне,  Тренккă ялĕнче вăтам шкул çуртне,  «Передовик» совхозра ача садне тата тасатмалли сооружение, çавăн пекех районти «Сельхозтехника» тата «Сельхозхими»  пĕрлешĕвĕсен, райсовет ĕçтăвкомĕн пурăнмалли çурчĕсен пĕтĕмпе 3140 тăваткал метрне, Муркаш - Шаптак автоçул урлă хывакан икĕ кĕпере, хуçалăхсем хушшинчи  240 вырăнлăх  пионер лагерьне тата чылай ытти объектри (малалла асăнмăп - автор) ĕçе пурнăçламалла.

Çак объектсене тума пуçăнмалла:

- Ленин ячĕпе  хисепленекен колхозри плотинăна, районти «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕнче автомашинăсен гаражне, район центрĕнче суту-илÿ центрĕн çуртне, стадионпа гостиницăна тата аптекăна (кунта та кашни объекта асăнмăп - автор)».

Çакăнта, паллах, пĕр ыйту  çуралать. Мĕнле укçа-тенкĕпе тата кам пулăшнипе;

Çÿлерех асăннă хута ямалли çĕнĕ объект чылай, халĕ вĕсенчен пĕринпе çыхăннă ĕç-хĕле  тишкерĕпĕр. 1959 çулхи  апрелĕн 7-мĕшĕнче РСФСР Верховнăй  Совет Президиумĕн «Об участии  колхозов, совхозов,  промышленных, транспортных, строительных и других предприятий и хозяйственных организаций в строительстве, реконструкции, ремонте и содержании автомобильных дорог» Указĕ кун çути курнă. Çавна май райĕçтăвком 1982 çулхи августăн 4-мĕшĕнче   Муркаш шывĕ урлă  кĕпер хывас ĕç валли  хушма укçа-тенкĕ тупас-явăçтарас тĕлĕшпе 317 №  йышăну кăларнă. Çÿлерех асăннă самантсене тĕпе хурса «Новая Юнга» колхоз - 5000 тенкĕ, Ленин яч. хис. кол. - 12000 тен., Киров яч. хис. кол. - 17000 тен., «Сеятель» кол. - 17000 тен., Ильич яч. хис.  кол. - 10000 тен., «За коммунизм» кол. - 19000 тен., К. Иванов яч. кол. - 16000 тен., «Дружба» кол. - 8000 тен., Чапаев яч. хис. кол. - 10000 тен., «Герой» кол. - 2000 тен., «Гигант» сов. - 1500 тенкĕ  Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх капиталовложени  счечĕ çине куçарма палăртнă.

Леонид Софронович вăл тапхăр пирки çапла аса илет:

- Çапла вара 1959 çулхи Указа  вăя кĕртме счет çинче 300 пин тенкĕ укçа пухăнчĕ. Муркаш - Москакасси  автоçул çинче маларах йывăçран тунă кĕпер пулнă. Çавăнпа та ун урлă пысăк тиев турттаракан автотранспорт каçаймастчĕ. Район шайĕнче ăна тăвасси пирки тĕрлĕ калаçу пулчĕ: пĕрисем  плотина тăвасшăн, теприсем - кĕпер.

Çапла вара пĕр  шухăш патне тухрăмăр, çĕнĕ йышши тимĕр бетон кĕпер  тăвасси пирки йышăну турăмăр, 36 метр тăршшĕ кĕпер проектне хатĕрлерĕмĕр. Кунти пĕтĕм ĕç-хĕл сакăр уйăха тăсăлчĕ.

Валериан Семенович каланинчен:

- Вăл çулсем халĕ те асрах-ха. Каçса çÿреме питĕ япăхчĕ.  Ку  кĕпере тунă çĕрте вара  Леонид Софронович питĕ нумай тăрăшрĕ.

Çакăнсăр пуçне районта  объект хыççăн  объект хута ятăмăр. Паянхи кун вара тĕлĕнмелле пек те  туйăнать, епле-ха  çавăн чухлĕ вăй-хал çитернĕ. Пĕр çултах 5 шкул, шкул çулчченхи ачасен 3 учрежденийĕ хута ятăмăр. Çавăншăн пирĕн район Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин ялавне тивĕçрĕ. Мĕн пурнăçлани йăлтах куç умĕнче, кунта хитрелетсе каланă сăмах çук. Паянхи ĕçченсен вара ку таранччен  çĕкленине тивĕçлĕ шайра тытмалла  тата упрамалла, çавăн пекех çĕнĕ объектсем хута ямалла.

Кĕпер пирки сăмах тапратнă май çакна та палăртса хăваратăп. 1981 çулта Штранкă шывĕ çинче, 1983 çулта Шурча тата Хорнуй кĕперĕсене тунă.

Паян Муркаш  кĕперĕ урлă куллен çĕршер çын каçса çÿрет. Асра тытар: ăна вăтăр  çул каялла хута янă. Кĕпере тăвассишĕн тимленисем пирĕн хушăра. Пысăк тав вĕсене!    

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика