24 октября 2012 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев октябрĕн 22-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен хăш-пĕр пуçлăхĕсемпе тата вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Канашлу ĕçне унăн çумĕсем Владислав Ананьев, Владимир Никитин, Лилия Тарасова тата ыттисем те хутшăнчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен сăмах вырăнсенчи пурăнмалли çурт-йĕр строительстви пирки пычĕ. Çавна май канашлăва çурт-йĕр строительстви енĕпе ĕçсем туса ирттерме палăртакан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе территорисенчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене чĕннĕ те. Вĕсен шутĕнче Уйкас Янасал, Муркаш, Çатракасси, Хорнуй, Ярапайкасси, Юнкă ял тăрăхĕсем.
РФ Правительстви 2008 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче пилот проекчĕсемпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем туса ирттерме тата территорисене тирпей-илем кĕртме РФ субъекчĕсен бюджечĕсене федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса парасси пирки йышăну тунă. Ăна тĕпе хурса ЧР Президенчĕ 2009 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче республикăра ял тăрăхĕсенче комплекслă компактлă строительство ĕçĕсем туса ирттерес тата территорисене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекчĕсем пурнăçа кĕртесси пирки Указа алă пуснă.
Проектсен конкурсĕ малтан палăртнă тăрăх 2013 çулхи февраль - март уйăхĕсенче иртмелле. Финансласси 2014 çулта тытăнать.
Пилот проекчĕсем туса хатĕрлессипе халех çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ Ростислав Николаевич. Проект валли уйăракан çĕр участокĕсем ял тăрăхĕсен муниципаллă харпăрлăхĕнче пулмалла. Пилот проекчĕ шутне инженерипе социаллă инфраструктура объекĕсем тăвасси тата пуррисене юсасси, территорисене тирпей-илем кĕртесси кĕреççĕ. Апла пулсан çурт-йĕр çавăрма, хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма кăмăллисем пулсан ку микрорайон валли çул тăвасси, газ, электричество кĕртесси, шыв пăрăхĕсем хурасси, социаллă объектсем çĕклесси проблемăллă пулмалла мар.
Пилот проекчĕсене категорисем тăрăх палăртнă. Пĕрремĕш категорие тивĕçме пурăнмалли 10 çуртран кая мар кирлĕ. Кун пек проект хакĕ 76 миллион тенкĕпе танлашать. Вăл шутран 30 процентне субсидисем шучĕпе федераллă бюджетран, 50 процент республика бюджетĕнчен уйăраççĕ. 20 процентне комплекслă строительство проекчĕсен йĕркелÿçисем пулса тăракан ял хуçалăх предприятийĕсен тÿлеме тивет.
Кунта ыйтусем те çук мар. Тăкаксен пĕр пайне ял хуçалăх предприятийĕ тÿлет пулсан, çĕнĕ çуртсенче пурăнма пуçăнакансем ял хуçалăх производствинче вăй хуракансем пулни те пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ çуртсем çĕклекенсен тĕрлĕ программăсене хутшăнса харпăр хăй валли çурт-йĕре хăйсен вăйĕпе тумалла.
Çитменнине тата вăхăт ыйтăвĕ. Сахалтан та 2 çул хушшинче пурăнмалли çуртсене туса пĕтерес пулать. Унсăрăн мĕнле пулса тухать-ха; Çĕнĕ урамра çулĕ те, газĕ те, электричестви те, шывĕ те, ытти те пур тейĕпĕр, пурăнмалли çурчĕсем вара çук.
Пилот проектне ял тăрăхĕ туса хатĕрлеме тивĕç. Харпăр хăйĕн çурт-йĕрĕн проекчĕсемпе строительство ĕçĕсене çынсем хăйсем тăваççĕ. Проектсене пурнăçа кĕртессипе ял тăрăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем, çурт-йĕр тăвакан уйрăм çынсем пĕрле çыхăнса ĕçлени кирлĕ пулнине палăртрĕç канашлура.
Хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма тивĕçлĕ нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси мĕнле пулса пыни пирки те сăмах пулчĕ. Кун пеккисем районта 11 çемье. Вĕсем валли эконом класлă хăтлă çурт-йĕр тăвасси, энерги ресурсĕне перекетлеме май паракан хальхи технологи мелĕсемпе усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Малтанах вара çавна валли çĕр участокĕсен резервне пăхса хурас пулать. Çак пур ĕçсем те территорисене комплекслă аталантармалли муниципаллă программăра палăрмалла.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"