10 октября 2012 г.
Муркаш салинчи нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕсене тата вĕсем патне пымалли çулсене юсама тытăнчĕç.
Муркаш ял тăрăхĕнче ирттернĕ аукционта «Дорстрой» чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлешÿ тата «Дорожное эксплуатационное предприятие № 146» акционерсен уçă пĕрле-шĕвĕ çĕнтерчĕç.
Ленин урамĕнчи (28-мĕш çурт), Хĕрлĕ лапамри (4 тата 6-мĕш çуртсем), Гагарин урамĕнчи (20-мĕш çурт) çуртсем таврашĕнчи ĕçсене «Дорстрой» пурнăçлать.
«ДЭП №146» пĕрлешĕвĕн аукцион пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Октябре 50 çул урамри (28 тата 30-мĕш çуртсем), çавăн пекех Заводская урамри ĕçсене пурнăçламалла.
Паянхи куна «Дорстрой» Хĕрлĕ лапамра ĕçсене пуçăннă.
Иртнĕ кунсенче Çурлатри ял урамĕнче çул тăвассипе йĕркеленĕ аукционăн çĕнтерÿçине те палăртнă. Унта та çитес вăхăтрах çул сарас ĕçсем пуçланаççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"