06 октября 2012 г.
Кăçалхи 9 уйăхра районта 171 арçын ачапа 158 хĕр ача çуралнă. Ку иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 29 ача ытларах пулать.
Паянхи ашшĕ-амăшĕсем Кирилл, Артемий, Дмитрий, Анна, Валерия, Карина ятсене ытларах килĕштереççĕ.
Ачасем нумайрах Муркаш ял тăрăхĕнче çуралнă: 66 ача. Москакасси енче 30 ача, Мĕн Сĕнтĕр тăрăхĕнче 29 ача çут тĕнчене килнĕ.
Кăçал 151 çемье мăшăрланнă. Иртнĕ çулхи 9 уйăхринчен 3 мăшăр ытларах.
Вилекенсен хисепĕ малтанхи çулхинчен чакнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"