Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркашсем - республика шайĕнче пĕрремĕш

06 октября 2012 г.

Вырăс патшалăхĕ йĕркеленнĕренпе 1150 çул çитнине халалласа республика шайĕнче «Ăнăçлăх  калчисем» конкурс вăйă иртнĕ. Ăна «Шкул тулашĕнчи ĕçсен  «Эткер» центрĕ» йĕркеленĕ. Район чысне асăннă ăмăртура Муркаш шкулĕнче вĕренекенсен «Сворожичи»  ушкăн О. Ефанов тата Е. Ефанова ертсе пынипе ăнăçлă хÿтĕленĕ. 

Кунта хутшăнакансем хăйсен тавра курăмне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ. Тăван тавралăх историйĕпе, культурипе, çут çанталăкĕпе  тĕплĕнрех паллашнă. Çавăн пекех ăс-хакăл, патриотика туйăмĕн аталанăвĕ те малти вырăнта пулнă. Çапла вара  республикăри 12 ушкăн хушшинче «Сворожичи» чи маттурри пулнă, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Уйрăмах вĕсем  финалти интеллектуаллă  вăйăра пысăк ăсталăх кăтартнă, аваллăха тĕпĕ-йĕрĕпе аса илнĕ.  Пĕтĕмĕшле пултарулăх хаклавĕнче килти ĕç пахалăхне те шута илнĕ. Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем дипломсемпе  асăнмалăх  парнесене тивĕçнĕ.

         Муркашсем - маттурсем! Вĕсем чăннипех те аваллăха  пĕлеççĕ тата упраççĕ,  малашлăха та кураççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика