03 октября 2012 г.
Иртнĕ эрнере районти воспитательсемпе шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хăйсен уявне Муркашра пĕрле пухăнса паллă турĕç. Уяв чăнах та уяв пек пулчĕ. Кашнин пичĕ çинче савăнăçлă йăл-кулă çиçрĕ, залра саламлă ăшă сăмахсем янăрарĕç, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнисене чечек çыххисем парнелерĕç...
Воспитатель ĕçĕ питĕ ответлă та пархатарлă. Çавăнпа та çак профессие чĕре хушнипе суйласа илекенсем пысăк хисепе тивĕç. Ачасене юратни, вĕсене кунсерен воспитанипе пĕлÿ панипе пĕрлех ырă кăмăлпа ăшă туйăм парнелени - чи малтанах çак паха енсем пур воспитательсенче. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, вăй-хал кирлĕ шăпăрлансемпе ĕçлеме! Ку профессипе кашни çын ĕçлеймест те.
Воспитательсене тата шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан ытти ĕçченсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова та, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи З. Дипломатова та çавнах палăртрĕç. Салам сăмахĕсем, воспитательсен çитĕнĕвĕсене çирĕплетекен диплом-грамотăсемпе Тав çырăвĕсем уява пухăннисен кăмăлне татах та хăпартрĕç.
Мăн Хураçкари «Тюльпан» ача сачĕн ертÿçи Вероника Никитична Акчурина (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре варринче) тата Муркашри «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Оксана Валерьевна Прокопьева Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Пĕтĕм Раççейри «Ача сачĕсем - ачасене» конкурса хутшăнса Отарккăри «Малыш» ача сачĕ (ертÿçи М. Иванова) лауреат пулса тăнă. Садик коллективне çакна çирĕплетекен дипломпа парне парса наградăларĕç.
«Солнышко» ача сачĕн тепĕр пултаруллă воспитателĕ - Ольга Германовна Петрова - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн укçа хавхалантарăвне тивĕçнĕ. Çакна çирĕплетекен свидетельствăна вăл шăпах уявра алла илчĕ.
Район шайĕнчи Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене вара чылай ĕçчене парса хавхалантарчĕç.
Уява ветеран педагогсем сумлăх тата черченлĕх сăнĕ кĕртрĕç. Хăйсене манманшăн, вĕсемпе канашлама ÿркенменшĕн тав туса ветерансем воспитатель ĕçĕн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсене те уçса пачĕç. Чечек çыххисемпе парнесем илнĕшĕн кăмăллă юлчĕç.
Сцена çинчен пĕрин хыççăн тепри илемлĕ юрă шăрантарчĕ, ачасем, воспитательсем хаваслă ташăсемпе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ садикра ĕçлекенсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Анчах та халĕ ача садне çÿрекенсен (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) чĕререн тухакан салам сăввисем сцена çинчен янăрани пуринчен те хаклă пулни залра ларакансен куçĕсенче палăрчĕ. Мĕн чуль йăвашлăх, ăшă туйăм вĕсенче - ачасене чунтан юратакансен куçĕнче...
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"