Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » «Муркаш пасарĕ» предприяти - 10 çулта

03 октября 2012 г.

Районта вăл е ку отрасль аталанăвне тăрăшулăхне кура пулăшасси, унти ĕçсемпе паллашса малашлăх планĕсене пĕрле палăртасси районта ырă йăлара. Иртнĕ эрне кун кун, авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче,  Муркашра пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕçлесе тăван тăрăх экономикине тĕреклетессипе вăй хуракансене чысласа «Муркаш пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприяти çĕнĕ çуртра ĕçлеме пуçланăранпа 10 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Муркаш пасарĕ 1992 çулта хăйĕн паянхи çурчĕн алăкĕсене уçни  çак предприяти вăл вăхăтрах рынок ыйтнипе тан пырса йĕркеленсе çитнине пĕлтерчĕ.

Пасар пĔрле

...Уяв ячĕпе ятарласа ыйтнă евĕр иртенпех уяр çанталăк тăчĕ. Çавăнпа та пулĕ ирлесех Муркашра халăх йышлă. Сăнасарах пăхсан вĕсенчен ытларахăшĕ Муркаш пасарĕ еннелле туртăнни сисĕнет: кам сутма, кам туянма. Пасар унта пыракан кашни çыншăнах усăллă пуласси пирки те никамăн иккĕленÿ çук.

Пасарта  ытти чухнехи пекех тĕрлĕ кĕпе-йĕмпе атă-пушмак сутакан йышлă пулнипе пĕрлех улма-çырла тата вĕсен йывăççисен хунавĕсене сутакан та чылай. Урамра илемлĕ кĕр кунĕсем тата йывăç лартмалли уйăхлăх пулнă май вĕсем патĕнче тавар пахалакан уйрăмах нумай.

- Манăн йăлтах хамăр тăрăхра ÿстерме тĕрĕсленĕ сортсем. Пан улмийĕ те, грушийĕ те 3-4 çултан сире тухăçпа савăнтарĕç, - лăпкă калаçса хăйĕн хунавĕсене сĕнет  Юрий Вязов. Оринин ял тăрăхĕнчи Пăсăрман ялĕнчен килнĕ пахчаçă хунавсем сутнипе пĕрлех вĕсене туса илес ĕçри вăрттăнлăхсемпе те паллаштарать.

Унпа кÿршĕлле килти хушма хуçалăхра 12 çул чечексем лартса ÿстерессипе тăрăшакан Юлия Степанова та ырă суннипе тавар туянакансене хăйĕн патне йыхравлассинчен юлмасть.

- Чечек вăл пурнăçа юратакан аллинче лайăх хунать, ăнса çитĕнет, илемĕпе савăнтарать. Сысна ферминче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ĕçсĕр аптăраса ларас мар тесе ачалăхра чечексене юратнине хамăн пурнăç çулĕ туса хутăм. Паян вĕсемпе ĕçлесе йывăрлăхсене сиретĕп, хама валли канлĕх тупатăп, - терĕ Юлия Макаровна калаçса татăлнă хаксемпе чÿлмекри бегония тата гортензия чечексене сĕнсе.

Пасарпа малалла пыратăп. В. Васильев сĕнекен виноград та, Р. Филиппова хатĕрленĕ ăшă алса-чăлха та, С. Смирновăн тĕрлĕ тĕслĕ пылĕ те, А. Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи сысна ашĕ те пасара килнисене катара хăвармаççĕ.

Муркашри Ананий Вязовпа Çурлатринчи Николай Никитин кăмпаçăсем сĕнекен уплюнкка та - кĕрхи пуянлăх. Тасатса витресене тултарнăскер - вăл та паян Муркаш пасарĕн илемĕ.

Антонина Скворцова ăстаçăн илемлĕ тĕрĕллĕ ал шăллисемпе минтер пичĕсем, простыньсем тата пасара илем кĕрт-месĕр тăраççĕ тетĕр-и;  Çук. Вĕсем патĕнчен те халăх татăлмасть.

Диван-кравать, кресло-пукан, сĕтел тата мунча кăмаки сутакансен - хăйсен вырăнĕ. Вĕсем патĕнче те халăх хĕвĕшет кăна. Кашниех хăйне кăмăллăраххине шырать. Тепри вара ыранхи куна пăхса саккас парасси пирки те манмасть.

- Суту-илÿпе халăхăн пур ыйтăвне те тивĕçтерес тесе тăрăшатпăр. Çакăнпа пĕрлех пирĕн пасарта килти хушма хуçалăхри продукципе сутă тума та май пур. Ку вăл ял çыннине хушма ĕç вырăнĕ туса парать, хăйĕн ĕç тухăçĕпе усă курма пулăшать. Çакă пулать те ĕнтĕ пирĕн ĕç. Вăл ăнăçнишĕн эпир савăнатпăр, - терĕ пасарпа иртсе пыракан Е. Субботин. Çа-кăнпа пĕрлех «Муркаш пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприяти директорĕ сутуçăсемпе тавар туянакансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе хутшăннишĕн хĕпĕртенине те пытармарĕ.

Пасар историЙĔ

Район аталанăвĕнче Муркаш пасарĕ тĕрлĕ тапхăрсем чăтса ирттернĕ. Анчах вăл нимĕнле йывăрлăх çине пăхмасăрах ĕçленĕ, халăха килти хушма хуçалăхри продукцие сутма майсем туса панă, хушма ĕç вырăнĕсем уçнă.

- Çĕнĕ пурнăçра çак пасара уçассипе чĕрĕк ĕмĕр каяллах сăмах пуçарнăччĕ. «Мăнарни пасарĕ уçмалла», - тенĕччĕ рынок аталанăвĕн пуçламăш утăмĕсенчех вăл вăхăтра Муркаш ял тăрăхне ертсе пынă В. Семенов. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсем вĕçĕнче кунта палаткăсем кăначчĕ. Вĕсене йĕркелеме хăма кирлĕ тесе Виталий Иосифович Çĕмĕрле вăрманне кайса вăрман кастарса килчĕ. Пасар таврашне тирпей-илем кĕртессипе Е. Углев асфальт сарма пулăшни те, пасар çуртне купалама чи малтан укçа хывакан  О. Суворова та - паянхи пасар ăнăçăвĕн никĕсĕ, - терĕ историе тишкерсе     В. Любимова ветеран.

Çакăнта пасарăн пĕрремĕш директорне        Г. Михайлова та ырăпа палăртмалла. Вăл тăрăшнипе пасар вăй илчĕ, унăн ят-сумĕ таврана сарăлчĕ. Нумай ертÿçĕпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелесе вăл Муркаш пасарĕн малашлăхне никĕслерĕ.

Муркаш пасарĕ ура çине тăтăр тесе республика шайĕнче ĕçленĕ паллă ентеш К. Валицкая пулăшăвĕ пирки те паян манма юрамасть. Чи йывăр вăхăтра укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама пулăшса Крета Лазаревна Муркашсемшĕн пысăк ĕç туни паян курăнать.

Савăк каÇ

15 сехет çывхарса пырать. «Сывлăх» ФСК умĕнчи сцена çине уявпа саламлама килнĕ Чăваш халăх артисчĕ Виктор Петров тухрĕ. Хăйĕн сăмахне салам программинчи илемлĕ юрăпа тата шÿтпе пуянлатса вăл уяв пуçланнине, унта килнисене сцена çывăхнерех вырнаçма вăхăт çитнине пĕлтерчĕ.

Савăнăçлă каçа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев уçрĕ:

- Паян пĕр вырăнта тăма юрамасть. Çакна йывăр çулсенче хăйсен ĕçĕсене пуçăннă предпринимательсем, паян çак çăмăл мар çул çинче пуçламăш утăм тăвакансем лайăх ăнланаççĕ.   Тулашри рынока тухма инноваци активлăхне ÿстермелле - çакă районти предпринимательсем умĕнче тăракан тĕп задача.  Эсир çакна пултаратăр. Мĕншĕн тесен  Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулса тăнă, - терĕ 10 çул каялла 900 тăваткал метртан аталанма пуçланă пасар ĕçченĕсене Ростислав Николаевич.

Ун хыççăн районти предпринимательство ĕç-хĕлне хăй епле курнипе район пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И. Николаев паллаштарчĕ:

- Паян эпир йывăрлăхсем умĕнче пуç усман çынсем умĕнче тăратпăр. «Муркаш пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприяти хальхи вăхăтра пысăк предприяти вырăнĕнче. Кунта вăй хуракансем район бюджетне укçа-тенкĕн пысăк суммине хываççĕ. Апла пулсан район аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнесăн тÿпи те пĕчĕк мар. Çакна пирĕн йышăнмах тивет, - терĕ Игорь Васильевич. Кун хыççăн вĕсем уйрăмах активлă предпринимательсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç.

- Хуçалăх экономикипе предприяти аталанăвĕ пĕрле пулса ĕçлесен çеç ÿсĕм çулĕ çине тухаççĕ. Пурин хыçĕнче те ĕç тăрать. Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн. Çак çыхăну Муркаш енре аслăрах ăрусем пуçарнипех тачă хутшăнура. Çĕр-шыв рынок хутшăнăвĕсен çулне суйласа илнĕ май юлашки çулсенче районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство хăйне туллин кăтартма пуçларĕ. Кăна эпир паян «Муркаш пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприяти ĕçĕ-хĕлĕнчен аван куратпăр, - терĕ салам сăмахĕнче çĕршер ĕç вырăнĕ туса панă коллектива ырлăх сунса В. Вязов.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕн Канашĕн председателĕ, «Моргаушское» МСО ертÿçи В. Семенов та пасар ĕçченĕсене пĕчĕк юбилейпа саламласа умра тăракан задачăсем татах та пысăкраххине аса илтерчĕ. Перекет банкĕн Муркаш районĕпе ĕçлекен хушма офисĕн ертÿçи Ю. Иванов пасар аталаннă çулсем хăйĕн куçĕ умĕнче иртнине тĕслĕхсемпе палăртрĕ.

- Район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ чух хатĕрленĕ «Пĕчĕк хуçалăх формисене 2007-2011 çулсенче аталантарасси» программа пасарта ĕçлекенсемшĕн вырăнлă пулчĕ. 5 çул хушшинче пĕчĕк предприятисене аталанма финансласси районта миллионшар тенкĕпе танлашрĕ, - терĕ вăл.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма пулăшу тĕрлĕ енлĕ. Муниципаллă программăсене патшалăх пулăшăвĕ парассипе «Пĕчĕк предпринимательство ĕçне кÿлĕнекенсене хăйсен бизнесне пуçарса яма грантсем парасси» йĕркепе районти пĕчĕк бизнесăн представителĕсем пĕрре çеç мар республика тата федераци бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ выляса илни те Муркаш пасарĕн аталанăвĕпе çыхăннă.

Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене консультаци, информаци, йĕркелÿпе методика пулăшăвĕ парассипе Муркаш пасарĕн тытăмĕнче 2008 çултанпа бизнес-инкубатор ĕçлет. Ку вăл хăйĕн ĕçне паян пуçăнас текенсемшĕн пысăк тĕкĕ пулнине пытарма çук.

Уяв каçĕ Чăваш халăх артисчĕ Виктор Петров ертсе пынипе йĕркеленнĕ шоу-концертпа, чăваш эстрадин çăлтăрĕсен тата хамăр районти «Расна» эстрада ансамблĕн ташши-юррипе тулăх пулчĕ. Уяв илемлĕ фейерверкпа вĕçленчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика