22 сентября 2012 г.
Иртнĕ шăмат кун, сентябрěн 15-мěшěнче, Муркаш ял тăрăхне кěрекен Малиновкăра ял уявě иртрě. Малиновка 65 çул тултарчě.
Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн йĕркеленнĕ ялăн ячĕ пылак çырлапа çыхăнни те курăнать. Вăл вăхăтра çывăхри вăрмансенче хăмла çырли (малина) нумай пулнă теççě.
Ял çыннисене саламлама эпир районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Ф. Григорьевăпа тата ял тăрăхĕн депутачĕпе Р. Потаповпа пĕрле çитрĕмĕр.
Хамăр ç=уралса ÿснĕ, пурăнакан вырăн яланах чи хакли, чи тăванни. Çавăнпа та Малиновкăсене ял тăнăçлăхăшĕн кашнинех тăрăшмаллине те каласа хăвартăмăр. Обществăлла пурнăçра активлăхпа палăраканнисене вара Тав çырăвĕсемпе чысларăмăр.
Малиновкăсем уява тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Кукăль-çăмахпа, шарккупа, ытти апат-çимĕçпе сĕтел питĕ пуян пулчĕ. Ял çинчен каласа кăтартакан сăн ÿкерчĕксен стендне йĕркеленĕ кунта: ачасем тăван ялĕ пирки тунă ÿкерчĕкĕсем те кăмăла хăпартрĕç Кунта пурнăнакансем хăйсен ялне юратни сисĕнчĕ.
Уява культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ю. Жуков ертсе пыракан «Илем» ансамбль вара чăнах та илем кÿчĕ. Муркашри информаципе культура центрĕ çумĕнчи çак ушкăнпа пĕрле халăх савăнчĕ, юрласа ташларĕ.
Ял уявĕнче çамрăксем валли спорт ăмăртăвĕсем хатĕрленĕ. Ачасемпе аслисенчен тăракан командăсем тĕрлĕ енлĕн ăмăртрĕç: михĕ ăшне тăрса та сикрĕç, ачасене алăсем çинче йăтса тата ытти майпа ăмăртрĕç. Эстафета та: ял уявĕ те пĕтĕмĕшле питĕ хавас иртрĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"