Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркашсем каллех малта

17 сентября 2011 г.

Республиăра çулленех ялсене тирпей-илем кěртессипе смотр-конкурс йěркелеççě. Кăçал унăн итогěсене республикăри смотр-конкурс итогěсене пěтěмлетекен ведомствăсем хушшинчи комиссии ларăвěнче пěтěмлетнě. Лару ěçне район администрацийěн пуçлăхě Юрий Александрович Иванов та хутшăннă.

Республикăри смотр-конкурса ирттересси пирки кăçалхи май уйăхěнче пěлтернě. Унта хутшăнма Чăваш Республикин Градостроительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин министерствине материалсене Муркаш ял тăрăхě те тăратнă.

«Чăваш Республикинчи ялсене симěслетесси тата тирпей-илем кěртесси» номинацире район центрě пулса тăракан Муркаш ялě 2-мěш категорипе 1-мěш вырăн çěнсе илнě. 2-мěш вырăнта Елчěк районěнчи Патреккел ялě. 3-мěш вырăна комиссии членěсем Çěрпÿ районěнчи Çěрпÿ хулине пама йышăннă.

Çавна палăртма кăмăллă. Муркаш ялěн урамěсем çулран çул илемлěрех те илемлěрех. Çуркуннерен тытăнса  кěрхи кунсемчченех урамсенче  тěрлě тěслě чечексем куçа илěртеççě. Муркаш урамěсенче вара  чечексем 2008 çулта, районта Республика кунне иртернě чухне ешерме тытăнчěç. Çавăн чухнех  ěнтě ялсене симěслетес тата тирпей-илем кěртес енěпе ирттерекен  республикăри смотр-конкурсра Муркаш ялě районсем хушшинче 1-мěш вырăн çěнсе илчě. Çавăнтан тытăнсах чечексем кунта пурăнакансен тата хăнасен куçěсене тыткăнлаççě. «Чечексемпе хăтлăрах та илемлěрех. Вěсемсěр малашне май çук та ěнтě», теççě район центрěнче пурăнакансем хăйсем те.

Урамсенче йěркеллě те хăтлă пултăр тесе тăтăшах субботниксем ирттерессине йěркене кěртнě. Унта шкул ачисене, предприятисемпе организацисенче ěçлекенсене, ялта пурăнакансене явăçтараççě.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика