27 августа 2011 г.
Çак кунсенче Муркаш салинче савăнăçлă лару-тăрура Заводская урамра апат-çимěç продукчěсем сутакан «Волна» магазин уçăлчě. Чăнах та çакă, уйрăмах кунта пурăнакансемшěн, питě меллě пулчě, мěншěн тесен вăл тăрăхра ун йышши пысăк лавкка çук.
Уява Чăвашпотребсоюз канашěн председателě, Центрсоюз членě В.М.Павлов килсе çитрě, сăмах каларě.
- Муркаш райпо коллективě пирки манăн ырă сăмахсем кăна калас килет. Ăна халě республикăра тата унăн тулашăнче те аван пěлеççě, тěслěхе лартаççě. Юлашки çулсенче вăл ÿсěм хыççăн ÿсěм тăвать, ĕçе тěрлě çěнěлěх кěртет, черетлě лавкка уçăлни те çавнах çирěплетет, - терě республика хăни пурнăçланă ĕçе ырласа, малашне те ырă пуçарусене вăя кěртме ырă сунса.
Çурт-йěр çěклес ěç нихçан та çăмăллисен шутěнче пулман, ăна валли чылай вăхăт кирлě вěт. Кунта тăрăшакансем вара кěске вăхăтра палăртнă ěçе вěçлерěç. «Волна» лавккана туса лартма 5 миллиона яхăн укçа-тенкě тăкакланă. Çěнě çурт хăвăрт çěкленчě, кунти халăха йышăнчě.
- Халăх ыйтăвне тěпе хурса ěçлени пирěн ěçре пит пыск пěлтерěшлě. Çавна май паянхи кун эпир черетлě лавкка уçрăмăр. Тěрěссипе вара çакăн йышшисене сахал мар турăмăр, апла пулин те ку ěçре чикě лартмастпăр-ха, çитес вăхăтра çак тăрăхра апатлану точки уçма шантаратпăр, сирěн йышлă ыйтăва тÿрре кăларатпăр. «Волна» Муркашра пурăнакансене кăна мар, аякрисене те хапăл туса йышăнать, - терě Муркаш райпо канашěн председателě Борис Васильевич, çурт-йěр çěклекенсене тав туса, тавар туяанакансене кунта килсе курма йыхравласа. Çурт-йěр çěклес ěçре уйрăмах палăрнă ěçченсене вăл асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчě.
Хисеплě хăнасем шутěнче район администрацийěн пуçлăхěн пěрремěш çумě, ял хуçалăх пайěн ертÿçи В.А.Калинин та пулчě. Район экономикин аталанăвěнче çěнěрен те çěнě суту-илÿ точкисем уçни, халăхăн пурнăç условийěсене лайăхлатни кулленхи пурнăçра пысăк пěлтерěшлě пулнине палăртрě. Çавăн пекех савăнăçлă самантра Чувашпотребсоюз правленийěн председателě Л.Л.Абрамов пулчě. Палăртса хăвармалла, вăл кунти ěçхěлпе тăтăш паллашать. Пухннă хăнасем хěрлě хăйăва касрěç, тавар туянакансене унта кěме йыхравларěç. Çěнě лавкка ертÿçинче Т.Н.Ермолаева тăрăăшать.
- Тавах Муркащ райповěнче ěçлекенсене пирěн йывăрлăха ăнланнăшăн, апат-çимěçç лавкки уçнăшăн. Пире ват çынсене, аякри лавккасене çÿреме çăмăл мар. Çакăнта тăрăшнă çынсен алли-уррисем сывă пулччăр, - терě кинемей тин кăна уçлнă лавккаран çемçе çăкăр туянса тухнăскер савăнăçне пытраймасăр.
Уяв самантне «Çăлкуç» ансамбль илемлетрě.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"