18 августа 2010 г.
Физкультурник кунне халалласа спортпа физкультурăна çынсем хушшинче сарас тĕллевпе Муркаш ял тăрăхĕнче спорт ăмăртăвĕ интереслĕ те хаваслă иртрĕ. Çак ял тăрăхĕнче вырнаçнă тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисем пурĕ тăххăрăн хутшăнчĕç унта.
Дартс, пневматика пăшалĕнчен тĕл пересси, кросс, эстафета, алăпа тĕртĕнни (хĕрарăмсем), турник çинче туртăнни (арçынсем), вĕрен туртасси – кашнинех вăй виçсе пăхма тĕрлĕ ен пулчĕ ăмăртура.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Никитин мала тухнисене (уйрăммăн тата командăсем хушшинче палăртрĕç) парнесемпе дипломсем парса чысларĕ, çĕнтерÿçě командăна - куçса çÿрекен кубок. Пěлтěр Муркашри тěп больницăн наградисен сентри çинче пулнă çěнтерÿçĕ кубокĕ тепĕр çулччен «Сывлăх» ФСК командинче пулĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"