04 августа 2010 г.
Кăçлхи шăрăх та типĕ çанталăк пурин умнее те пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Уйрăмах вăл ял çыннине пырса çапрĕ темелле. Чи малтанах кунта шыв ыйтăвĕ мала тухса тăрать. Чылай çĕрте пĕвесемпе уйрăм çынсем хăйсем вали алтнă çăлсем те типсе ларчĕç. Шыв башнисен насусĕсем ĕçмелли шывпа тивĕçтерме ĕçлесе çитереймеççĕ. Вĕсем вĕçĕм ĕçленипе час-часах юрăхсăра тухаççĕ. Чăн-чăн Африка. Нимĕн те калаймăн. Епле майпа йывăрлăхран тухаççĕ- ха çак лару-тăрура Муркаш ял тăрăхĕнче? Çак тухаççĕн пирки каласа пама ыйтрăм эпĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Иванович Никитина.
- Тĕп ыйту ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси пулса тăрать. Епле татса паратăр çивĕч ыйтăва?
Чăннипе ислен ĕçмелли шыв ыйтăвĕ пур ялсенче те тенĕ пекех çук мар. Е башня ĕçлеме чарăнса ларать, е шыв пăрăхĕ шăтса каять, е тата урăх сăлтав. Пĕрлехи вăйпа коммуналлă хуçалăхпа ыйтусене оперативлă татса пама тăрăшатпăр. Тепĕр чухне шыв çитменин сăлтавĕ çакăнта та. Килсене шыв кĕртнисенчен хăшĕсем пăрăхсем сыпăнтараççĕ те шыва талăкĕпех пахчисене юхтараççĕ. Паллă ĕнтĕ, кун пек чухн шывпа йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăрасси пирки калаçма та кирлĕ мар. Пĕрисен вара шыв талăкĕпех юхса выртмалăх та пур, çав вăхăтрах тприсен типĕпе аптăрама тивет. Совеç тени çитсех каймасть кун пеккисен. Çавăнпа халĕ эпир кашни кил хуçалăхĕ валлиех шыв счетчикĕ вырнаçтарассине йĕркелеме тытăнтăмăр.
- Николай Иванович, шыв пăрăхĕсемпе усă курма тытăниччен çăлсемпех çырлахса пурăннă вĕт-ха. Унпатне те таврăнма кирлĕ тесе шутламастăр-и?
- Унсăрăн майĕ те çук. Хальлĕхе пăрăхĕсемпе пыракан шывпа туллин тивĕçтерме май çук пулсан çăлсем çине те тимлĕх уйăрма тивет. Çавăнпа та каласа хăвармалла. Юлашки вăхăтра усă курма пăрахнă, юрăхсăра тухнă çăлсене йĕркене кĕртессипе çине тăрса ĕçлеме тытăнтăмăр. Икĕ çăл юсаса усă курмалла турăмăр. Акă нумаях пулмасть Çурлатринче пурăнакансем таса тăрă шывпа усă курма тытăнчĕç. Кунти çăлăн пури çĕрĕшсе ишĕлсе пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Ял тăрăхĕн шучĕпе çăл пури вали тимĕр-бетон ункăсем 5 туянса патăмăр. Вĕсене вырнаçтарассипе яр çыннисемех еçлерĕç. Мĕн тетĕр, пĕрле тăрăшсан ыйтăва татса пама пулатех. Кунти каçăна та ял çыннисемех Юрий Михайлович Филиппов ертсе пынипе юсаса йĕркене кĕртрĕç.
- Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту вăл – ял хушшисенчи çырмасенчи пĕвесем. Чылайăшĕ вĕсем татса –çурса кайса пĕтнĕ, пуррисем йăлхапа тулса типсе ларнă. Çуллахи шăрăх кунсенче шыва кĕрсе киленме мар, кĕтÿре çÿрекен выльăхсене шăварасси те çивĕч ыйту пулса тăрать.
Çапла, çивĕч ыйтусем нумай. Халĕ эпир ку енĕпе те çине тăрсах ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Пĕвесем çĕнĕрен те пĕвелетпĕр. Йăлхапа тулса шывсăр пулса юлнисене тетасататпăр. Тÿрех каласа хăварасшăн, ку енĕпе пире Москакасинче вырнаçнă «ДЭП- 146» уçă акционерлă общество, тепĕр майлă каласан, çул йĕр эксплуатации предприятийĕ калама çук пысăк пулăшу кÿрет. Май килнипе усă курса преприятин генеральнăй директорĕн çумне Николай Егорович Николаева пирĕн ыйтăва ăнланса ыйтусене татса пама пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ калатăп. Акă Муркашри красноармейская урам хыçĕнчи татса кайнă пĕвене çĕнĕрен пĕвелерĕмĕр.Хăватлă экскаваторĕ, тăприне турттаракан каАЗ автомашинисем те çак çÿлте асăннă предприятиренех пулчĕç. Шаптак ялĕнче те пĕве пулнăччĕ. Халĕ ăна 1,7 метр таран çĕнĕрен алста тасататпăр. Кунта каллех «ДЭП - !;:» предприятии ĕçлет. Ĕç калăпăшĕ кунта пĕчĕкех мар. Çавна май Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн, уйрăм предпринимателĕн техникине те çак ĕçсене явăçтарма тиврĕ.
- Çуллахи шăрăх кунсем çыннисене, уйрăмах ача-пăчана шыв хĕрне астараççĕ. Муркашсем ăçта шыва кĕрсе киленме пултараççĕ паян?
Итрнĕ çулсенче Муркаш патĕнче илемлĕ плотина хута ятăмăр. Çу кунĕсенче унта шыва кĕме те, пулă тытма та çÿрекенсем йышлă. Анчах акă мěн. Кунта шыва кěме хатěрленě ятарлă вырăн пулман.. Иртнĕ çул инкек пулчĕ. Палăртман çěрте шыва кĕрсе пĕр хĕрача шыва кайса вилчĕ. Çавна шута илсе кăçал шыва кĕмелли ятарлă вырăн йĕркелерĕмĕр. Ку ĕçре пире Николай Арефьевич Васильев уйрăм предпринматель пысăк пулăшу кÿчĕ.
- Николай Иванович, юлашки ыйту. Пур ĕçе туса ирттересси те хальхи вăхăтра укçа-тенкĕпе çыхăннă вĕт-ха. Ял тăрăхěн бюджечĕ чухăнни паллă. Эсир вара ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан паянхи куншăн питех ĕ пысăк ĕçĕсем пурнăçлама пултарнă. Епле тухатăр йывăрлăхран?
- Вăрттăнлăх мар, укçа-тенкĕ чăнах та çук темелле. Анчах та çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтермеллех тесе шутлатăп. Çавна май ĕçсенчен ытларахăшне укçине кайран тÿлемелле калаçса татăлса та пурнăçлама тивет. Ним тума та çук. Çулталăк вĕçлениччен вара хушма тупăш илмелли çăл куçсене шырăпăр. Халĕ вара тĕп задача – ытларах ĕç пурнăçласа юласси.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"