Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Алла-аллăн тытăнса ĕçлер

07 апреля 2010 г.

Район администрацийĕн черетлĕ кунĕ апрелĕн 2-мĕшĕнче Муркаш ял тăрăхĕнче иртрĕ. Унăн итогĕсене вара Муркашри культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç.

 

Ял тăрахĕн пуçлăхĕ  Н.И.Никитин отчет туса панă тăрăх, территорире паянхи куна 4468 çын пурăнать. Муркаш  ялĕпе – 3250 çын, вăрçă ветеранĕсем 9, вилнĕ салтак арăмĕ 1 шутланать.

Ял тăрахĕнчи специалистсем çирĕплетнĕ графикпа кашни эрнерех тунти кунсенче иртнĕ эрнери  ĕçсене сутсе яваççĕ, çынсен ыйтăвĕсене татса пама майсем палăртаççĕ.

Кашни кун тенĕ пекех ял тăрăхĕнче пурăнакансем тĕрлĕ ыйтусемпе ял тăрăхне пыраççĕ. Иртнĕ çул çырусемпе 43 çын тухнă. Тĕрлĕ ыйтусемпе 4477 çын пынă. 14 пуху ирттернĕ тата 16 хутчен халăхпа курса калаçнă. Кашни çыннăн хăйĕн ыйтăвĕ. Вĕсене май килнĕ таран вырăнтах татса пама тăрăшнă.

Ял тăрăхĕн территорийĕнче уйрăм çынсен çĕр участокĕсем 1129 шутланаççĕ. Регистрации витĕр тухнисем – 1066. Вĕсене кая хăвармасăр регистрацилес пулать. Паянхи куна нумайăшĕ пахча-çимĕç акса-лартса ÿстерме панă çĕр лаптакĕсемпе усă курмасть е урăх çына усă курма панă. Нумайĕшĕн аренда договорĕ те çук. Ку вара саккуна пăсни пулать. Уншăн явап тыттарма та пултараççĕ. Çавăнпа та уйрăмах хваттерсенче пурăнакансен (5-10) сотка çĕр лаптăкĕ пуррисен) ял тăрăхне пырса килĕшу тăвас пулать, аренда тÿллевĕ тÿлемелле.

Шывпа тивĕçтересси – уйрăм ыйту. Хальхи вăхăтра çынсене пахалăхлă шывпа тивĕçтересси пысăк проблема пулса кайрĕ. Шыв пăрăхĕсем, 35-40 çул каялла хунисем, çĕрсе пĕтнĕ ĕнтĕ. Март-апрель уйăхĕсенче аварисем те çине-çинех пулнă. Çуллахи вăхăтра шыв башнисем те  шыв парса çитереймеççĕ. Чылайĕшĕ шывпа пахчасенчи çимеçсене шăварма усă курать. Çавна май малашне кашни  килтех шывпа мĕн чухле усă курнине тĕрĕслекен счетчиксем лартсан тĕрĕсрех пулать.

Ку таранччен  ял тăрăхĕнчи ялсене Е.Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх шывпа тивĕçтерсе тăнă пулнă. Апрелĕн  1-мĕшĕнчен тытăнса вара шывпа тивĕçтересси ял тăрăхĕ çине куçнă. Халĕ шыв пăрăхĕсемпе системисене тытса тăрассине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ хăй çине илнĕ. Çавна та палăратса хăвармалла: Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ те халăха шывпа тивеçтерессипе иртне çул 250 пин тенкĕ тăкак курнă. Çÿп-çап юлашки çулсенче ялсенче, ялсен çывăхĕнче нумайланса кайни палăрать. Сĕнтĕр патĕнчи свалкăна хупнă май халĕ пĕтĕм тасамарлăха Красноармейскине турттарма тивет.

Нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчен çÿп-çапа илсе тухма майсем пур. Анчах та ял çыннисем уншăн укçа тÿлесшĕн мар. Çÿп-çап пур килтен те  тухать. Уншăн вара пурин те тÿлеме тивет. Тавралăха тирпей-илемлĕ тытса тăрассипе те  тимлемелли çук мар. Ял хушши, ял сăн-сăпачĕ – кашни çыннăн, ялта пурăнаканăн пичĕ-куçĕ. Çавна май пурин те тирпейлĕрех пулмалла.

Иртнĕ çул килĕшÿ туса ял хушшисене  тирпейлĕ тытса  тăма пĕр çына явăçтарнă пулнă. Кăçал та тепĕр  çына çак ĕе яваçтарма тивет  пулĕ.  Кунпа пĕрлех такси автомашинисем тăнă вырăнсенче тасамарлăх пулни пирки асăнмасăр май çук. Ку енĕпе те йĕрке тумаллах.

Ял тăрăхĕн  пуçлăхĕн тĕп задачи – пур çынсене те  пурăнма, ĕçлеме тата канма пур условисене те туса парасси. Çавăнпа та вăл пулăшакансене хăйĕнчен 62 экземпляр хаçат çырăнса панă. Иртнĕ çул 40 экземпляр пулнă.

Иртнĕ çулсенче ялсен урамĕсенче асфальт çулсем сарассипе тимленĕ, тротуарсене çĕнетнĕ. Анчах та тумаллисем татах пур-ха. Уйрăмах Çурлатри ялĕнче. Паянхи куна магазин патне тракторсăр çитме те йывăр. Çавна май кунта çул тăвассипе проект хатерлесе пĕтрнĕ, анчах эксперт комиссийĕ витĕр тухаймаççĕ. Урамăн пĕр енче газ пăрăхĕсем хунă, тепĕр енче – шыв пăрăхĕ. Урамĕ те сарлакашĕпе нормăна тивĕçтермест.

Урамсене çутă кĕртессипе те ĕçсем пыраççĕ. Виçĕ урам проектсене хатĕрлесе экспертизăна панă ĕнтĕ. Вак чул туртарса Çĕньял Муркаш çăви ине кайма çул тунă. Мĕншĕн тесен пĕве татса кайсан кунта килме те май пулман, Хорнуй ялĕн ани урлă çÿренĕ.

Урамсене çутатса тăрассипе перекетлĕрех пулмалла.  Пĕлтĕр те ку тĕллевпе планланинчен ытларах укçа-тенкĕ тăкакланă. Çавăнпа та çуллахи вăхăтра çутă сÿнтерме тивет.

Вăртанлăх мар, хальхи вăхăтра эрех-сăра ĕçекенсем, обществăлла йĕркеллĕхе пăсакансем сахал мар. Вĕсемпе профилактика çемье канашĕсене чĕнсе калаçусем ирттернĕ.

Ял тăрăхĕнче йĕркелле мар çемьесем 4 шутланаççĕ. Çав  çемьесенче вара ачасем кирлĕ пек воспитани илме пултараймаççĕ, йĕркеллĕ апатланаймаççĕ.

Çавна та палăртмалла. Ял тăрăхĕн территорийĕнче спортпа туслисен йышĕ ÿссех пырать. Çуллахи вăхатра ял тăрăхĕнче яланах Спратакиада иртет. Унта организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем  активлă хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ ăмăртусенче Сергей Софронов, Елена Потапова. Алексей Слепнев, Зоя Потапова, Тоня Смирнова тата  ыттисем те хăйсене лайах енчен кăтартаççĕ.

 Район дминистрацийĕн кунне район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов, ЧР Патшалăх Канашен депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г.Данилов хутшăнчĕç, вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халаланă юбилей медалĕсене пачĕç.

Хыççăн пухăннисене Шупашкарти  кооперации институтĕнче вĕренекенсем концерт кăтартрĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика