13 мая 2009 г.
Иртнě çул район центрě Республика кунне уявланă май палăрмаллах çěнелсе улшăнчě. Урамсенче çулсене çěнěрен сарчěç, тротуарсене юсарěç. Çěнěрен тытнă картасем те Муркаш ялне çěнě сăн кěртрěс. Çěршер-çěршер чечек вара район центрне уяв илемě кÿчě.
Кăçал та Муркаш уяв тумě тăхăнма тытăнчě. Иртнě эрнере урамсенче пěрремěш чечексене лартрěç. Иртнě çулхи пекех хěрлě-сарă-кěрен чечексем Муркашсене те, вěсен хăнисене те мěн кěркуннечченех савăнтарасса шанас килет.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"