Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Намăс та мар-ши?

21 марта 2009 г.

Юлашки вăхăтра тěрлě органсенчи тěрěслев  ěçченěсем Муркаш ял тăрăхěнче çÿп-çап  пăрахнă вырăнсене тупса палăртса: протоколсем çырса 12 пин те 500 тенкě штраф  памалла тунăччě. Кун пирки халăхпа калаçса: ял хушшинче тата тавралăхра çÿп-çап пёрахмалла марри пирки калаçусем тăтăшах ирттернěччě. Анчах та ăна пурте шута илесшěн мар. Муркаша тěрлě ялсенчен çынсем нумай ěçлеме килеççě.  Хăш-пěрисем хăйсен ялěнче, килěнче Муркашринчен те тасарах пурăнасшăн. Çавăнпа ěçе килнě чухне килти çÿп-çапа хăйсен машинисем çине тиесе килеççě те Муркашри çÿпě урнисем патне пăрахса хăвараççě.

    Январěн 19-мěшěнче Муркаша килнě хăнасене, шкул ачисене район музейě çывăхěнчи урна   патěнчен иртсе кайма та намăс пулчě. Çÿп-çап  15 тăваткал метр сарлакăш сапаланса выртать. Çак тасамарлăхра вара Муркашри ветеринари лабораторийěн расчетки тупăнчě. Мěн кăна килсе пăрахман пулě! Расчетка хуçи вара - Атапай ялěнче пурăнакан Т.Н.Киселева. Унăн упăшки Муркашри пěр предприятире ěçлет. Ĕçе килнě чухне çÿп-çап  . пакечěсене машина çине хунă та Муркаша килсе пăрахнă.

       Халě вěсем пирки тивěçлě органсем явап тыттарма материалсем хатěрлеççě. Вěсенех çак тасамарлăха пуçтарма тиврě.

      Хальхи вăхăтра Çурла - Три ялěнче çул тума проект хатěрлетпěр. Анчах та хальхи пекех тасамарлăх, тирпейсěрлěх пěтмест пулсасăн, ял хушшинче  асфальт çул пуласси шанчăклах  мар.

     Муркаш ял тăрăхěнчи депутатсен Пухăвěн ларăвě кашни хуçалăхпа организации хăйěн таврашěнчи территорие тирпейлесе тăма тивěç тесе йышăннăччě. Анчах та хăш-пěр предприятисемпе организацисене  пырса кěнě çěрти тасамарлăх чуна ыраттарать. Ертÿçě хăй ěçе килнě чухне çак йěркесěрлěхе курмасть тата унпа килěшсе пурăнать пулсан, унăн ěç пахалăхě пирки те пěтěмлетÿ тума пулать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика