27 октября 2016 г.
Çапла ят панă тĕп хулари "Радуга" культурăпа кану центрĕнче уçăлнă çĕнĕ курава. Унăн авторĕ — Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Праски Витти. Экспозицие ÿнерçĕн 80 çулхи юбилейне халалланă.
Курава уçма "Чăваш Ен хĕрарăмсен канашĕ" ыркăмăллăх фончĕн попечительсен канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн, ытти вĕренÿ заведенийĕн студенчĕсем хутшăннă.
Лариса Юрьевнăпа Юрий Николаевич юбиляра курав уçăлнă ятпа саламланă, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу суннă.
Курава графикăпа пурнăçланă 83 ĕç тăратнă. Вĕсене ÿнерçĕ Венгри, Испани, Турци, Чехи, Болгари, Германи, Египет çĕршывĕсенчи çулçÿревсенче пурнăçланă. "Эпĕ вĕсене хальччен никама та кăтарманччĕ. Эсир пĕрремĕш куракансем пултăр", — тенĕ Праски Витти.
Источник: "Хыпар"
Источник: "Хыпар"