Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ

11 марта 2015 г.

Районти ветеринари служби, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт пахалăхне тата калăпăшне тĕрĕслесе тăрас енĕпе палăртнă задачăсене пурнăçласа, уйрăм çынсенчен сĕт пухас ĕçе вăйлатнă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе 11 çын ĕçлет, Октябрьски райповĕнче 3 çын, «Октябрьское» сĕт цехĕнче 8 çын сĕт пухаççĕ. Продукци пахалăхне вырăнта тĕрĕслесе палăртма «Лактан» приборсемпе тата ареометрсемпе усă кураççĕ. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче ĕнесем йышлă пăрулама тытăнни сĕт пухассине ỹстерме май парать. Ветеринари специалисчĕсем ĕнесене мастит чирĕнчен уйăхсеренех тĕрĕслеççĕ. Сĕтĕн пахалăхне те лабораторире тĕрĕслесех тăраççĕ. Тĕслĕхрен, кунта усă куракан «Клевер-1М» анализатор сĕтри çу, белок хисепне тата çăралăхне палăртма май парать. Çакăн çинчен специалистсем сĕт сутакансене тĕплĕ ăнлантараççĕ. Анчах та таса, хутăштарман сĕт кăна пама юранине пĕлсех улталакансем те тупăнаççĕ (тĕрĕслевлĕх илнĕ сĕтĕн 16: кирлĕ кăтартусемпе килĕшсе тăман.) Сĕт пахалăхĕшĕн тăрăшса, çакнашкал ăнлантару ĕçĕсене малашне те туса пырĕç. З.Ефимова, ветеринари врачĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика