Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм тĕнчери конкурсра – виççĕмĕш

10 марта 2015 г.

Çак кунсенче Пĕтĕм тĕнчери «Талант-2015» конкурс вĕçленчĕ. Ăна Раççей композиторĕсен Пĕрлешĕвĕ, Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕ, Гнесинсен ячĕллĕ Раççей музыка академийĕ, «Созвездие» продюсер центрĕ йĕркеленĕ. Жюри ушкăнне паллă актерсене, юрăçсене, композиторсене, хореографсене кĕртнĕ. Конкурс тĕрлĕ номинацисемпе - вокал, хореографи, мода театрĕ, илемлĕх сăмахĕ, ỹнер тата илемлĕхпе ĕçлев ăсталăхĕ енĕпе иртнĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен опычĕпе массăллă информаци хатĕрĕсем урлă паллаштарасси, вĕсене патшалăх тата обществăлла организацисем енчен тимлĕх уйăрасси пулнă. Çак конкурсра пирĕн республика (вăл шутра – пирĕн район) представителĕсем те хастар хутшăннă. Районти ỹнер шкулĕн Октябрьскинчи филиалĕнче вĕренекен Ольга Максимова «Ỹнер ăсталăхĕ» номинацире хăйĕн «Шурăмпуç» ятлă ĕçĕпе виççĕмĕш вырăна тивĕçме пултарнă. Ăна конкурса Галия Давгатовна Баринова вĕрентекен хатĕрленĕ. ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика