Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманçăсен ĕçĕпе кăмăллă юлнă

10 марта 2015 г.

Юнкун Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ И. Исаев пирĕн районта ĕçлĕ çулçỹревре пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе В. Григорьевпа пĕрле Сĕнтĕрвăрри лесничествин коллективĕпе тĕлпулу ирттернĕ. Иван Васильевич вăрманçăсене лайăх ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă, Сĕнтĕрвăрри лесничествинче пултаруллă специалистсем ĕçленине палăртнă. Патшалăх пулăшăвĕпе лесничество çĕнĕ техникăпа пуянлансах пырать. Вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе те районта пысăк ĕç туса пыраççĕ - юлашки вăхăтра Сĕнтĕрвăрри районĕн территорийĕнчи вăрмансенче пушарсем пулман. Юлашкинчен министр вăрманçăсен коллективне малашнехи ĕçре те ăнăçу суннă, хăй енчен пулăшма шантарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев хăйĕн сăмахĕнче район территорийĕнчи вăрмансене яланах тимлĕ пăхса тăнине палăртнă, иртнĕ çулта пăрлă çумăр кỹнĕ сиенсене пĕтерессишĕн вырăнта çине тăрса ĕçленине те асăнмасăр хăварман. Юлашкинчен И. Исаев тата В. Григорьев вăрманçăсен ыйтăвĕсене хуравланă. В.ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика