Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тема - В. Путинăн Раççей Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ

20 декабря 2014 г.

Иртнĕ юнкунхи Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ кăçалхи çулта юлашки пулчĕ. Унăн тĕп теми - Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ. Информкунра çавăн пекех Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планпа палăртнă 2016, 2017 çулсенчи республика бюджечĕн ыйтăвĕсене, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтермелли хушма мерăсене те сỹтсе явнă. Кун йĕркинчи ыйтусем хушшинче ялти культура учрежденийĕсен аталанăвĕпе çыхăннă мерăсем, культурăпа туризм сферинчи патшалăх политикине лайăхлатмалли меслетсем çинчен, Чăваш Республикинче Культура çулталăкне епле ирттернин тишкерĕвĕ те пулчĕ. Хĕллехи вăхăтра (уйрăмах Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсем, шкул ачисен каникулĕ пулнăран) республика территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Çавăн пекех информкунăн тепĕр теми 2015 çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕ валли республикăри пичет кăларăмĕсене çырăнтарас ĕç мĕнле пынипе çыхăннăскер пулчĕ. Района Пĕрлĕхлĕ информаци кунне ирттерме Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В. Ефимов, врачсен пĕлĕвне ỹстерекен институтăн вĕренỹпе методика пайĕн проректорĕ Ю. Викторов, Федераци миграци службин Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Медведев килсе çитрĕç. Чи малтанах пĕтĕмĕшле тĕлпулу (вăл анлă канашлу шайĕнче иртрĕ) район администрацийĕн пухусем ирттерекен пысăк пулĕмĕнче пулчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвне сỹтсе явма район пуçлăхĕ В. Морозов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсемпе администрацин пай пуçлăхĕсем, районти учрежденисемпе предприятисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Район активĕн членĕсем В. Путинăн РФ Федераци Пухăвне кăçалхи çул янă Çырăвĕ чăннипех те Раççей политикинче тĕп çул-йĕрсене сăнлакан никĕслĕ документ пулнине палăртрĕç, вăл патшалăх пуçлăхĕ тĕнчери политика çине епле пăхнине палăртать. Чи кирли вара - Çырура Президент Раççейăн çывăх вăхăтри аталанăвне кăна мар, малашлăх çул-йĕрне курни, малашлăх программине палăртни. Çавăн пекех информкуна хутшăнакансем республика бюджечĕпе паллашрĕç. Вăл халăх пурнăçне тỹрремĕнех лайăхлатассипе çыхăннине докладра цифрăсемпе çирĕплетрĕç. Район бюджечĕн тĕп çăлкуçĕсем çинче район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Л. Данилова тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çынсене хумхантаракан тата информкунра калаçтаракан тепĕр ыйту вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш номерлĕ Указне улшăнусем кĕртни тавра пулчĕ. "Кăçал йышăннă Указпа килĕшỹллĕн Чăваш Енре пурăнакан тата ĕç стажне 37 çул та 6 уйăх пухнă хĕрарăмсене, ăна 42 çул та 6 уйăха çитернĕ арçынсене тивĕçлĕ кану ỹсĕмне çитсен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ятпа чысласси", - тесе пĕлтерчĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ О. Львова. - Асăннă Указ - тăван халăх шăпине ырă витĕм кỹрекен пархатарлă утăм". Савăнăçлă тепĕр хыпара вара Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В. Ефимов пĕлтерчĕ. "Чăваш Республикинчи ялсенче культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен калакан 97-мĕш номерлĕ Указпа (ăна 2007 çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ кăларнă) районти виçĕ культура учрежденийĕ - хутлăхсем хушшинчи районти тĕп Культура çурчĕ, Октябрьскинчи тата Çичĕпỹртри Культура çурчĕсем кашниех 400-шер пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕç. Культура министрĕ В. Ефимов районти виçĕ культура учрежденийĕн ертỹçисене те асăннă сертификата кăмăлтан пачĕ, культурăна татах та аталантарма, халăх йăли-йĕркине упрас тĕлĕшпе татах та ытларах ĕçлеме сĕнчĕ. Çитес çул Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă май Вадим Петрович вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăр салтаксене чысласа лартнă палăксемпе обелисксене, Асăну хăмисене тирпей-илем кĕртмеллине, вĕсене пĕр кун кăна мар, çулталăк тăршшĕпех тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Сертификата тивĕçнĕ культура центрĕсем килекен укçа-тенкĕпе сасă, çутă тата видео- аппаратурăсене, нумай функциллĕ музыка оборудованийĕ, сцена тумне, артистсен тумне илнĕ çĕре яма палăртрĕç. Пуриншĕн те Вадим Петровича чĕререн тав турĕç, культурăна аталантарассипе плансем татах та пуррине, малалла ăнтăлса ĕçлеме шантарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев культура ĕçченĕсене кăна мар, район администрацийĕнче, Октябрьскинчи, Çичĕпỹртри тĕлпулусене пухăннă çынсене пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламларĕ, пĕрле пулсан, пĕр-пĕрне пулăшса пырсан кашни çыннăн пурнăçĕ лайăхланĕ, район çитĕнĕвĕсем те курăмлă пулĕç, терĕ. Информкун пуриншĕн те усăллă та кăсăклă иртрĕ. Мĕншĕн тесен кун йĕркинчи темăсемсĕр пуçне ял тăрăхĕнчи халăх влаç тытăмĕнчи çынсене хăйсене хумхантаракан ыйтусем пачĕ, вĕсем çине тулли те тивĕçлĕ хуравсем илчĕ.

Г. МИХАЙЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика