Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен пурнăçне музыкăпа çыхăнтарнă

13 декабря 2014 г.

Васильева (Тельмова) Светлана Германовна 1962 çулта Шупашкар районĕнчи Ишек ялĕнче çуралнă. Амăшĕ, Людмила Феоктистовна, учительница пулнă. Вăл шкулта ачасене вырăс тата чăваш чĕлхисене вĕрентнĕ. Светланăна та шкула кайичченех вулама та,çырма та вĕрентнĕ. Ашшĕ, Герман Порфирьевич, ветеринар пулнă. Хăйĕн ĕçне чунтан юратнă, çынсене кирлĕ сĕнỹсем панă. Выльăх-чĕрлĕх çинчен статьясем те çырнă вăл. Вĕсем тĕрлĕ хаçатсенче пичетленнĕ.

Светлана 6 çулта тăван ялĕнчи шкула вĕренме каять. Лайăх вĕреннĕ хĕрача. Сасси уçă пулнăран концертсенче те юрланă. Музыка енĕпе аталантарас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕ ăна Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ шкул-интерната вĕренме яраççĕ. Ку усăллă пулни каярах палăрать. 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Светлана хулари музыка училищинче пĕлỹ пухма пуçлать. 4 çул хушши халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче иртет, хут купăспа, баянпа, балалайкăпа кĕвĕ калама вĕренсе çитет вăл. Каярах Шуршăлти клуб çумĕнчи халăх хорĕн юрăпа ташă ансамблĕн концертмейстерĕ пулса ĕçленĕ Светлана. Унта пĕр çул ĕçленĕ хыççăн çамрăк хĕр пĕлĕвне малалла ỹстерме шутлать. Хусанти культура институчĕн оркестр уйрăмне вĕренме кĕрет. Ун хыççăнах хăйĕн тăван ялне таврăнать. Ишекри садикре те, клубра та музыка енĕпе ĕçлеме тытăнать. Ку ĕçре вăл 18 çул вăй хурать.

2003 çулта Хуракасси каччипе Николай Николаевич Васильевпа çемье çавăрать, Хуракассинче пурăнма пуçлать. Кунта Светлана Германовна валли шкулта тата ача садĕнче ĕç тупăнать. Шкулта вăл музыка кружокĕ те йĕркелет, унта ачасене тĕрлĕ музыка инструменчĕсем çинче калама вĕрентет. Унăн вĕренекенĕсем музыка конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене тухаççĕ. 2011 çулта çак шкул ачисем "Чăваш фольклорĕ" конкурсра районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2013 çулта регион шайĕнче ирттернĕ "Манăн чунăм - музыка" пултарулăх конкурсĕнче 9-мĕш "а" класри Кристина Толстова виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, хаклă парне илнĕ. 2010 çулта "Светлячок" ача садне çỹрекен 5 çулти Николай Михайлов вара районти "Музыка çăлтăрĕсем" конкурсра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Хисеп хучĕ панă ăна.

- Хам ĕçе чунтанах юрататăп. Музыкăна юратсан пурнăç та интереслĕрех, савăнăçлăрах пулнăн туйăнать, - тет Светлана Германовна. - Концертсем валли программăсем, тĕрлĕ мероприятисем валли сценарисем те çыратăп. Хамах сăвăсем çырса юрăсем кĕвĕлетĕп. Хăшĕсене ачасемпе, учительсемпе юрлатпăр. Мĕн пĕлнипе çырлахса лармастăп, кунсерен пĕлĕве малалла аталантаратăп. Хам пĕлнине ыттисене вĕрентме тăрăшатăп. Уçă уроксем паратăп. Республикăри методика фестивальне хаваспах хутшăнатăп. Унта 3 хутчен пултăм ĕнтĕ.

Светлана Германовнăн ĕçри çитĕнĕвĕсене Тав хучĕсем, дипломсем, парнесем парса хакланă. Хĕрĕ вара, Анна, Шупашкарти университетăн филологи факультетне пĕтернĕ. Хуларах пурăнать. Светлана Германовнăн мăнукĕ икĕ çулта. Пĕчĕк Алиса та халех музыкăна юратать. Хăй тĕллĕн кĕвĕсем ĕнерлесе çỹрет.

Л.АНДРЕЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика