Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕн Çырăвне сỹтсе яватпăр

06 декабря 2014 г.

Халĕ пур çĕрте те Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Çырăвне сỹтсе яваççĕ. Пирĕн районта пурăнакансем те ку сумлă документ пирки хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ. Вĕсенчен хăшпĕринпе эпир хаçат вулаканĕсене хаваспах паллаштаратпăр.

В. ГРИГОРЬЕВ, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ:

  • Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулсерен РФ Федераллă Пухăвне яракан Çырăвне кашнинчех тимлĕн итлеме тăрăшатăп, ăша хыватăп. Виçĕмкун та çаплах пулчĕ. Иртнĕ кĕçнерникун Президент çак Çырăва 1 сехет те 10 минут вуласа пачĕ. Çак кĕске вăхăт хушшинчех вăл паянхи кун пирĕн çĕршыв умĕнче çивĕч тăракан чылай ыйтусене çĕклеме пултарчĕ, вĕсене татса памаллине ăнлантарса пачĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ку Çыру вăл – пирĕн çĕршывăн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне палăртакан пĕлтерĕшлĕ документ. Унпа пирĕн кашниннех тĕплĕн паллашмалла, тишкерсе тухмалла, хамăрăн кулленхи ĕçре шута илмелле. Çырура В. Путин кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче тỹрĕ кăмăлпа, умри яваплăха туйса ĕçлемелли çинчен уйрăммăн палăртрĕ. «Раççей никам умĕнче те пуçне усмĕ. Хамăр çине шанса ĕçлени кăна пире çитĕнỹсем тума май парать», - терĕ вăл. Çак сăмахсем мана уйрăмах килĕшрĕç. Çавăн пекех çĕршыв ертỹçи ял çыннисене, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, уйрăм фермерсене тав сăмахĕ калани, хресчен ĕçне пысăка хурса хаклани те савăнтарчĕ. Эппин, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене малашне те патшалăх енчен тивĕçлĕ пулăшу пулĕ. Çакна шанатпăр та эпир. Юлашки çулсенче юхăннă çак отрасле тепĕр хут ура çине тăратма патшалăх пулăшăвĕсĕр май килмĕ. Паллах, Çырура Украина, Крым ыйтăвĕсене те туллин çĕкленĕ, çавăн пекех Раççейри промышленность, строительство, суту-илỹ, пĕлỹ, сывлăха сыхлас ĕç, наука аталанăвĕ мĕнлерех çул-йĕрпе каясси çинчен те нумай каланă, çĕршывăн демографи лару-тăрăвне те манман тата ытти чылай ыйтăва та çĕкленĕ Президент. Пĕр сăмахпа каласан, çак сумлă документпа тĕплĕн паллашас тĕллевпе пирĕн районта та çывăх вăхăтрах тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттермелле, вĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе ятарлă план хатĕрлемелле.
  • М.ТАГЕЕВ, фермер:
  • – Владимир Путин кĕçнерникун Федераци Пухăвне янă Çырăва ятарласа итлерĕм. Мана, ял хуçалăхĕнче мĕн ачаран ĕçлесе ỹссе çитĕннĕ çынна, патшалăх ертỹçийĕ çĕр ĕçченĕсене çỹллĕ трибунăран тав туни питех те кăмăла кайрĕ. Кăçалхи çул Раççейре нихçанхинчен нумайрах пĕрчĕллĕ тырăсен тухăçĕ пулни, паллах, çĕршыври ял хуçалăхĕнче вăй хуракан ĕçченсен тăрăшулăхĕпе, хастарлăхĕнчен нумай килнĕ. Ака-суха вăхăтĕнче ир пуçласа каçчен ĕçлемесен, тар тăкмасан çак çитĕнỹ пулмасчĕ. Çапах та мана, хресченпе фермер хуçалăхĕн ертỹçийĕ пулнă май), шухăшлаттаракан япаласем чылай. Патшалăх хăй ĕçне пуçланă çынсене кредитсемпе пулăшать, анчах вĕсене парса татасси йывăр-çке.Предприятисен малтан аталанса ура çине тăмалла. Ялхуçалăх продукцийĕ (сĕт, аш-какай) йỹнĕ хакпа каять, çав вăхăтрах вара çунтармалли-сĕрмелли материалсем, çĕнĕ техника хаклă. Малтанхи çулсенче пĕр литр сĕт сутса çичĕ литр солярка илме май килнĕ, халĕ вара пĕр литр солярка туянма 2 литр сĕт кирлĕ. Удобрени пирки те çаплах каласшăн. Хальхи вăхăтра чикĕ леш енче туса кăларакан продукцисене хамăрăннисемпе ылмаштарма тăрăшмалла, хамăр патăрта туса кăларнисемпе усă курмалла. Çак вырăнти предпринимательсене, хресченпе фермер хуçалăхĕсене хăйсен ĕçне çỹллĕрех шая çĕклеме хавхалантарать. Ĕмĕтсем, ăнтăлу пур пулсан тăрăшмаллах. Çавăнпа та патшалăх малашне те çак сферăра ĕçлекенсене пулăшсах тăрасса шанас килет. Кунсăр пуçне, В. Путин предпринимательсене тĕрĕслекен органсен, право хуралĕн органĕсен ĕçне çĕнетмелли пирки те асăнса хăварчĕ. Чăн та, закона пăсакансене тăрă шыв çине кăлармаллах. Çав вăхăтрах тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене ура хумалла мар, вĕсен ăнтăлăвне вăхăтра курма тăрăшмалла, пулăшу памалла.
  • И. Казаков, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ:

– Эпĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне янă Çырупа хаваспах паллашрăм. Çĕршывăн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрĕсене аван палăртнă унта. Паллах, В. Путин Çырура Украина тата Крым ыйтăвĕсенчен пăрăнма пултарайман. Çак вăхăтри Украинăри лару-тăру пурне те хумхантарать. Налук хумалли сферăри çĕнĕлĕхсем пирки калани те самаях кăсăклантарчĕ. Улшăнусем предпринимательствăна аталантарма анлă майсем туса парĕç. Ют çĕршыва илсе тухнă капитала амнисти пани мана, паллах, килĕшсех каймасть. Çапах та ку мера экономикăна аталантарма май парасса шанатăп. Кăçалхи ял хуçалăхĕнчи çитĕнỹсене те асăнчĕ В. Путин, ял ĕçченĕсене мухтавлă ĕçшĕн тав турĕ.Малашне те çак сферăна патшалăх енчен пулăшма шантарчĕ. Промышленнăçра та курăмлă улшăнусем пулса иртмелле. Ют çĕршывран илсе килнĕ продукци тỹпи, хамăр патра кăларнă продукципе танлаштарсан, çултан-çул чакса пымалла. Çапла пуласса питĕ шанас килет. В. Путин малашне ăслăлăхпа çĕршыв хỹтĕлевне те пысăк тимлĕх уйăрасси пирки каларĕ. «Эпир пире «мĕнле пурăнма вĕрентекенсем» хыççăн, ку çĕршыва сиен кỹрет пулсан, нихăçан та каймăпăр. Хамăр çĕршыва ютран тапăнса кĕрессинчен сыхлама вара яланах хатĕр», - çапларах пулчĕç унăн шухăшĕсем. Украинăри пăтăрмах пулман пулсан та Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсемпе Анăçри çĕршывсем Раççее хĕстермелли урăх мелсем шыранă пулĕччĕç. Юлашки çулсенче Раççей вăйланса, тĕрекленсе пыни вĕсене питĕ канăçсăрлантарать. В. Путинăн çак енпе палăртнă пĕтĕмлетĕвĕ те мана килĕшрĕ, Анăçри çĕршывсем Пĕрлешỹллĕ Штатсем хыççăн кайни Раççее çеç мар, хăйсене те сисĕмлĕ сиен кỹрĕ

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика