Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта – сывлăх сыхлавĕн министрĕ

16 июля 2013 г.

18 мая   юнкун пирĕн районта Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пулчĕ. Вăл Октябрьски больницине çитсе курнă. Кунта çывăх вăхăтра Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ клиника больницин чирлисене ятарлă пăхакан медсестра уйрăмĕ уçăлмалла.

А. Самойлова министр район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю. Моисеевпа пĕрле юсанă çуртсене пăхса тухнă, вырăнти персоналпа тĕл пулнă. Пациентсемшĕн пур енĕпе те хăтлă, майлă уйрăмра халлĕхе 21 вырăн шутланать.

Октябрьскинче çавнашкал уйрăм уçма министр Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ клиника больницин тĕп врачне Лидия Воропаевăна 2012 çул вĕçĕнче сĕнÿ панă пулнă. Çакă халсăр ватăсемшĕн тата йывăр чирлисемшĕн питĕ вырăнлă пулĕ. Уйрăмра пациентсене квалификациллĕ медпулăшу парас тата реабилитацилес енĕпе комплекслă мероприятисем ирттерĕç. Ватăсене васкавлă медицина пулăшăвĕ тата психологи пулăшăвĕ панипе пĕрлех вĕсен çывăх çыннисене йывăр чирлисене пăхмалли майсене вĕрентĕç.

Алла Владимировна ятарлă пулăшу кирлĕ пациентсен йышĕ ÿссех пынине палăртнă, çавăнпа та Октябрьски больницинчи пек уйрăмсем татах та уçмалла. Шавлă, пысăк хуларан аяккарах тăракан уйрăмсем чирлĕ ватăсемшĕн питĕ меллĕ-мĕн министр шучĕпе.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев та ун шухăшĕпе килĕшнĕ, çутçанталăкăн хитре вырăнĕ те, уçă сывлăш та пациентсен сывлăхĕшĕн усăллă пулни çинчен каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика