Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетме

23 мая 2012 г.

 

 Çу кунĕсем çывхарса килнĕ май ашшĕ-амăшĕсем умĕнче ачасене каникулта ăçта вырнаçтарас, кампа хăварас тата мĕнле асăрхаса тăрас ыйтусем тухса тăраççĕ. Шăпах асăннă проблема тавра пычĕ те иртнĕ юнкунхи Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнчи калаçу. Республикăран килсе çитнĕ информаторсен ушкăнĕн ертÿçи вара Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Викторовна Прокопьева пулчĕ.

Юлашки вăхăтра информаци кунĕсене право хуралĕнче тăрăшакансене активлă явăçтарни те паллă пулăм темелле. Ку вăл паянхи полици ĕçченĕсен халăха çывăх, яланах пулăшма хатĕррине, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ уçăмлă та курăмлă пулмаллине кăтартать. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин представителĕнчен А.Метельковран, район пуçлăхĕнчен В.Морозовран, ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Мариинско-Посадский» пай пуçлăхĕнчен Г.Григорьевран тата район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-экспертĕнчен О. Колесовран тăракан ушкăн Атăлçи шкулĕн тата 11-мĕш номерлĕ профессилле пĕлÿ паракан училищĕн ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.

Ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси тата вĕсен сывлăхне çирĕплетес программа çинчен О. Колесов тĕплĕ ăнлантарса пачĕ. Шкулта вĕренекенсене çуллахи кану лагерĕсене ямалли йĕрке кăçалтан кăшт улшăннă темелле. Ашшĕ-амăшĕсенчен заявка илес тата ăна тĕрĕслес процедура халĕ пĕрлĕхлĕ автоматизациленĕ системăпа пулса пырать. «Мониторинг ирттернĕ хыççăн пирĕн район ачисем ытларах физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен «Шурă чулсем» центрта, сывлăха çирĕплетекен «Ильинский» тата «Звездный» ача-пăча лагерĕсенче канма кăмăллани палăрать», – тесе çирĕплетрĕ Олег Юрьевич. Путевкăсен вăтам хакĕ кăçал 10000 тенкĕпе танлашать. Çавна май йывăр лару-тăрури çемьесем асăннă хакăн 10:, ыттисем 20: тÿлĕç. Çуллахи вăхăта ачасем çавăн пекех шкулсем çумĕнчи профиллĕ лагерьсенче те усăллă ирттерме пултарĕç. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем валли çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче ятарлă вакансисен ярмăркки те иртĕ. Унта çуллахи вăхăта усăллă тата ĕçлесе ирттермелли майсем тупса парĕç.

Çемьепе ачасене усал ĕç тăвасран сыхлас тата упрас ыйту çинче ЧР Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕ А.Метельков чарăнса тăчĕ. «Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçалхи кăтартусемпе çул çитмен ачасем хушшинче саккуна пăсакансен шучĕ чакнă пулин те, ку пулăм пире лăпланса ларма памасть»,– тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Андрей Борисович. Чăн та, пăшăрханма сăлтавĕсем çук мар. Акă, çул-йĕр пăтăрмахĕсенче те аслисен явапсăрлăхне пула чылай чухне ачасем шар тÿсеççĕ. Районсенчен пысăк хуласене вĕренме кĕнĕ студентсем те тĕрлĕ ушкăнсене çакланса наркомансем пулса тăма пултараççĕ, преступлени çулĕ çине тăракансем те, шар куракансем те сахал мар.

«Пирĕн района илес пулсан, çул çитмен 24 çамрăк профилактика учетĕнче тăрать. Кăçалхи тăватă уйăхра 2 ача преступлени çулĕ çине тăнă. Çуллахи каникулта уйрăмах сыхă пулмалла. Ашшĕ-амăшĕсем ĕçе тухса кайсан ачасем чылай чухне хăйсем тĕллĕнех юлаççĕ, çавăнпа та асăрханулăха минутлăха та çухатмалла мар. Полици ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ вăл – преступлени тăвассине сирсе ярасси. Çавăнпа та эпир çак ĕçре пире район çыннисем пулăшасса чунтанах шанатпăр», – тесе пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне полици уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Çÿлерех асăннă вĕрентÿ учрежденийĕсенчи тĕлпулăва хутшăнакансене, уйрăмах Спиртзавод микрорайонĕнче пурăнакансене, ытларах çул çитмен ачасем подъездсенче çĕрлехи вăхăтра пухăнса эрех-сăра ĕçни, пирус туртни тата автомашинăсен хăвăртлăхне палăртакан паллăсем (микрорайон хула территорине кĕрет, çавна май унта транспортăн пысăк хăвăртлăхпа çÿреме юрамасть) çукки тата ытти те пăшăрхантарать.

АУ Чувашской Республики «Редакция Мариинско-Посадской районной газеты «Пирен самах»

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика