Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш хут уявларĕç

10 сентября 2011 г.

Иртнĕ кĕçнерникун, тĕрĕсрех каласан авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Раççейри финанс тытăмĕнче ĕçлекенсем пĕрремĕш хут хăйсен професси кунне паллă турĕç. ©ак куна Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те анлă лару-тăрура уявларĕç. Финанс тытăмĕнче вăй хуракансем, тĕрлĕрен организацисемпе учрежденисен, предприятисемпе ĕç коллективĕсен бухгалтерĕсем, бюджет укçи-тенкине тухăçлă ĕçлеттерес тесе куллен тăрăшакансем, финанс системинче ырми-канми ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем - пурте районти Культура çуртне уява пуçтарăнчĕç çав кун. Чи малтанах пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев професси уявĕпе ăшшăн-ăшшăн саламларĕ, финансистсен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ кунран кун ÿссе пынине уйрăм палăртрĕ. "Сирĕн пĕлĕвĕрпе ăсталăхран, ĕçе тĕрĕс те пĕлсе йĕркелесе пынинчен тата тимлĕхрен район мĕнле аталанасси тата унăн экономикăри ăнăçлăхĕ нумай килет," - терĕ Юрий Федорович. Вăл ĕçе чунтан парăнса, умри яваплăха туйса хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан финанс ĕçченĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕ. ©авăн пекех уява пухăннисене Перекет банкĕн районти хушма офисĕн заведующийĕ В. Кулигин, МарГТУ директорĕ А. Митраков саламларĕç. Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ М. Маренина та финанс тытăмĕнче ĕçлекенсене çакăн пек пĕрле пуçтарăнмалли уяв туса панишĕн кăмăллă пулнине пĕлтерсе пурне те ăшшăн саламларĕ. Уява пухăннисем умĕнче икĕ çемьене (Кураковсемпе Боголюбовсене) амăшĕн капиталĕн Сертификачĕсене пачĕ. Районти культработниксемпе вырăнти эстрада "çăлтăрĕсем", Культура çурчĕ çумĕнчи вырăс тата чăваш хорĕсен солисчĕсем финанс тытăмĕнче ĕçлекенсен кăмăл-туйăмне хăйсен хаваслă юрри-ташшипе çĕклерĕç. Чăннипех те питĕ савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ уяв.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика