Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи асли те, чи сумли те

12 сентября 2011 г.

Паян çитмĕл урлă каçнă ял çыннин ялхуçалăхĕнчи ĕç ĕмĕрĕ вăрăм çав. Кун пеккисен çамрăклăхĕ ытларах чухне колхозра иртнĕ, колхозра вĕсем ÿссе çитĕннĕ, унпа пĕрлех пурнăç тунă. Августина Васильевнăпа Валерий Николаевич Егоровсен тĕслĕхĕ çакна аван çирĕплетет. Кил хуçи мĕн çамрăкран ялхуçалăх ĕçне кÿлĕннине шута илес пулсан, пĕрин ĕç стажĕ кăна 49 çулпа танлашать. Валерий Николаевичăн мăшăрĕнне илсессĕн, çак çемье тăван колхозшăн пĕр ĕмĕр хушши ырми-канми "çуннă", тăрăшнă. Кĕçех 73 çул тултаракан Валерий Николаевича чи ватă çынсен шутне кĕртме вырăнлах та мар пулĕ, çавах та Шуршăл ял хутлăхне кĕрекен Кĕтĕквар ялĕнче арçынсенчен вăл паянхи кун чи асли шутланать-мĕн. Чи асли те, чи сумли тесен тата та вырăнлăрах. †çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, "†çри хастарлăхшăн" медаль, халăх хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемшĕн паракан пăхăр медаль, кунсăр пуçне ытти йышши медальсемпе Хисеп хучĕсем ĕçре пиçĕхнĕ паттăра аван сăнлаççĕ. "Чапа тухнă В. Зайцев Шуршăл колхозне ертсе пынă вăхăтра ĕçре чăн паттăрлăх кăтартакансем мансăр пуçне те сахал мар пулнă. Акă, Уплерте пурăнакан Н. Семенов †çлĕх Мухтав орденне тивĕçнĕ тата ыттисем те", - сăпайлăн хыпарлать Валерий Николаевич. Хастар механик, каярах юсав мастерскойĕн заведующийĕ пуличчен маларах вăл Пермь хулинчи индустри техникумне пĕтерсе хальхи 28-мĕш професси училищинче пĕр çул производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Тăрăшулăхне кура çамрăка часах Шуршăл хуçалăхне куçарнă. Мĕн ĕмĕр тăршшĕпе Валерий Николаевич техникăран уйрăлман, 40 яхăн трактор, 50 яхăн автомашина, 8 комбайн яланах юсавлăпулнă, тикĕс чупнă. Юсав ĕçне кĕске вăхăтра пурнăçлама ăнтăлнă. Хастар ĕçчен обществăлла пурнăçран та айккинче тăман. Чылай çул хушши ялхуçалăх предприятийĕн профсоюз комитетне ертсе пынăскерĕн тĕрлĕ лару-тăрăва лекнĕ ял çыннисен пурнăçне пайтах çăмăллатма тивнĕ, икçĕр ытла çемьене хваттерсемпе тивĕçтернĕ, çулсерен нумай ĕçчене путевкăсемпе тĕрлĕ çĕре канма, сипленме янă. Профсоюзра тăракан ултçĕре яхăн çынпа ĕçлемелли сахал мар пулнă. Паян та килĕнче ĕçсĕр лармаççĕ икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ (вĕсенчен пĕрне Шуршăл хуçалăхне тытса пыракан И. Журавлевăна районта аван пĕлеççĕ) Егоровсем, ватлăха кура сывлăхĕ хавшанине пăхмасăрах ĕнине те, ытти выльăхне те тытаççĕ. ©апла вăл - ĕçченлĕх чунра пулсан.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика