Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял варринчи "асамлă" çурт

10 сентября 2011 г.

Кашни çыншăн авăн уйăхĕ шкулпа çыхăннă, пĕрисен мăнукĕсем, ачисем унта каяççĕ, теприсем вара хăйсем шкул еннелле утаççĕ. Пурте хаваслă, мал ĕмĕтлĕ, таçта та çитсе курма ăнтăлаççĕ. Карапашри пуçламăш шкул та вĕренÿ çулне пуçларĕ. Каникул тăршшĕпех шкулта ĕç вĕресе тăчĕ, классене сăрларĕç, çуса тасатрĕç, картишне илемлĕ те тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексемпе капăрлатрĕç. Шкулта ĕçлекенсем тата Карапаш ял тăрăхĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсем, шкул вĕренсе пĕтернĕ çамрăксем, пурте ял варринчи "асамлă" çурт пурнăçĕпе интересленеççĕ, май килнĕ таран вăхăт тупса пулăшма тăрăшаççĕ. Кăçал та ял халăхĕ тăрăшнипе 120 çула çывхаракан шкул хăйĕн вĕренекенĕсене кĕтсе илчĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем кашни предметпа ĕç тетрачĕсем те илсе хатĕрленĕ, шкула килсе вĕрентекенсемпе курса та калаçнă. Пĕр теçетке çул кăна мар вăй хуракан опытлă вĕрентекенсем кашни ачапа уйрăмшар ĕçлеççĕ. Вĕрентекенсене хăш предметсемпе пулăшу кирлине ашшĕ-амăшĕсемпе сÿтсе яваççĕ, тĕл пулсан яланах ачасен çитĕнĕвĕсем çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Л. Оливанова тата Т. Иванова хăйсем вĕрентнĕ ачасен мăнукĕсене çĕнĕ пĕлÿ пама васкаççĕ, интереслĕ вăйăсем те ирттереççĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата нумай-нумай интереслĕ тĕлпулусем сунатăп.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429565, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д. Эльбарусово, ул. Центральная, 1
Телефон: 8(83542) 39219
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика