Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман музейĕнче пулчĕç

19 декабря 2017 г.

Кукашни шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренекенсем Сĕнтĕрвăрри лесничествин Вăрман музейĕнче экскурсире пулчĕç. 2003 çулта уçăлнă музей историне ачасене П.Коновалова специалист интереслĕ те туллин каласа пачĕ, экспонатсемпе паллаштарчĕ. Ачасене ĕнтĕ ытларах упа тата пирĕн вăрмансенчи кайăксен кỹлеписем килĕшрĕç. Ара, чĕрĕ тейĕн вĕсене! Çавăн пекех шкул ачисем вăрман хуçалăхĕ туса кăларакан продукци çинчен нумай пĕлчĕç, лесник пулĕмне, хуçалăхри япалисене пăхса тĕлĕнчĕç. Экскурси вăхăтĕнче ачасене çутçанталăкпа туслă пулма, кирек ăçта та хăйсене йĕркеллĕ тытма сĕнчĕç аслисем. Чĕрчунсене те, усентăрана та сиен кỹмелле маррине лайăх ăнланчĕç ачасем. Тĕлпулу вĕсемшĕн усăллă иртрĕ. Юлашкинчен виççĕмĕш класс ачисем "вăрман кĕнекине" вулама, тăван тавралăх илемĕпе пуянлăхне упрама шантарчĕç.

Л.ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика