Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç

10 мая 2017 г.

Юнкун район администрацийĕн çуртĕнче террора хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников ертсе пычĕ. Ларăва район админи-страцийĕн тытăмĕнчи тата право органĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинче 4 пĕлтерĕшлĕ ыйту пулчĕ. пуçтарăннисем Çĕнтерỹ кунне, Раççей кунне, Чăваш Республикин кунне тата ытти политикăпа обществăлла мероприятисене хатĕрленнĕ тата ирттернĕ чухне хăрушсăрлăх мерисемпе тивĕçтерме пĕрле çыхăнса ĕçлеме кирлине палăртрĕç. Çуллахи вăхăтра ачасем канакан лагерьсене терроризмран хỹтĕленме май паракан мерăсене сỹтсе яврĕç. Шкулта вĕренекен ачасене Интернет урлă сарăлакан терроризм тата экстремизм идеологийĕнчен хỹтĕлес ĕç районта епле пынине пăхса тухрĕç. Çавăн пекех ларăва хутшăннисем Раççей Федерацийĕн 2013-2018 çулсем валли палăртнă терроризм идеологине хирĕç кĕрешмелли комплекслă плана пурнăçлама яваплă çынсене (тỹресене) палăртрĕç.

И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика