Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ас-тана пуянлатмалли салкус

16 января 2017 г.

Çапла калама пулать библиотека (вулавăш) пирки. Кукашнири вулавăша кĕнеке вулама юратакансем час-часах кĕрсе тухаççĕ. Ирина Леонидовна Сафронова библиотекарь пурне те тарават кĕтсе илет, кĕнеке суйланă чух кирлĕ сĕнỹсем парать. Кунти вулавăша кукашнисем çеç мар, çывăхри ялсенче пурăнакансем те çỹреççĕ. Пилĕк пин кĕнекене яхăн упранать ăстăн çỹпçинче. Кашни çулах çĕнĕ кĕнекесем килсе тăраççĕ. Анчах та Ирина Леонидовна кĕнеке фончĕ хăвăртрах пуянланса пырсан татах та аван пулĕччĕ, тесе шутлать. Юлашки çулсенче çĕршывра, вăл шутра пирĕн республикăра та, кашни çул тухакан кĕнеке калăпăшĕ чакнине палăртмалла. Анчах та кăçалтан курăмлă улшăнусем пулса иртмелле. Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев пирĕн района ĕçлĕ çулçỹревпе килсен кĕнеке кăларас ĕçе ытларах тимлĕх уйăрма тĕллев лартнине палăртнăччĕ. Паллах, И.Сафроновăпа калаçнă чух чăваш кĕнекисем пирки, вĕсене вулакансен хисепĕпе кăсăклантăмăр. Ялти халăх чăвашла вулама юратать иккен. Леонид Агаков, Мĕтри Кипек, Никифор Мранькка, Анатолий Емельянов, Ильпек Микулайĕ тата ытти паллă çыравçăсен кĕнекисемсĕр пуçне, вулакансем хальхи писательсен хайлавĕсемпе паллашма та кăмăл тăваççĕ. Уйрăмах Ангелина Павловскаян "Вĕрене шывĕ те пылак", Улькка Эльменĕн "Упраймарăм сана", Виталий Шемекеевăн "Ай тăварлă-çке кĕвĕçỹ" кĕнекисем вулакансене илĕртеççĕ. Библиотекарь чи активлă вулакансенчен Ираида Николаевна Иванова пенсионера палăртрĕ. Вулавăшра ун алли витĕр тухман кĕнеке юлман та пулĕ. И.Сафронова библиотекăра 2001 çултанпах ĕçлет. Ăна пысăк опытлă специалист теме пулать. Вăл кашни вулаканăн шухăш-кăмăлне ăнланать. Библиотека ĕçĕ кĕнеке панипе çеç мар, ытти нумай мероприятисем ирттерессипе те çыхăннă. Çĕнĕ çул уявĕсенче, сăмахран, ачасене видеофильмсем кăтартнă, "Христос çурални" куравăш йĕркеленĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика