Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан – ĕç пулать

02 марта 2013 г.

Строительство енĕпе туни, хута яни социаллă инфратытăм аталанăвĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çакна кура-и, тен, Урхас Кушкă ял хутлăх пуçлăхĕпе С.Григорьевпа пирĕн калаçу иртнĕ çул пурнăçланă строительство ĕçĕсене аса илнинчен пуçланчĕ. Унччен маларах манăн Мĕшĕл ял çыннисем тарăн çырма урлă каçма туса панă кĕпершĕн хĕпĕртенине асăрхама тивнĕччĕ. «Кун пек тăвассине шутламан та», - ахăртнех, иккĕленĕвне сирсе сас панăччĕ пĕри ун чухне. Чăнахах та, иккен, пĕлтĕр Мĕшĕл ялне тимлĕх сахал мар уйăрнă.

– Сергей Георгиевич, эп илтнĕ тăрăх, Сире мĕшĕлсем çак усăллă ĕçшĕн тав тăваççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех калаçар-ха.

– Мĕшĕл ялĕ – çырмаллă ял, тавралла та, ял хушшинче те пур çырмисем. Вĕсемпе çÿремелли каçмасем япăхнă, юрăхсăра тухнă пирки халăхăн тÿртен çÿрес вырăнне хушма çаврăм тума та тивнĕ. Çакна шута илсе иртнĕ çул ялта хутлăх бюджечĕн шучĕпе икĕ çĕнĕ кĕпер турăмăр. ,çсене пурнăçлаканĕ «Посад» ООО пулчĕ. Пĕр кĕперĕ – йывăçран (юписем тимĕртен), тепри – тимĕр-бетон плитасенчен. Йывăç кĕперĕн, тарăн вар урлă хунăскерĕн, тăршшĕ самай пулчĕ – 60 м. Унта 110 пин тенкĕ тăкакланă. Тимĕр-бетон плитасем хурса тунă кĕпер 190 пин тенке ларнă.

Строительствăпа ятарласа Мĕшĕл ялне суйласа илмен, паллах. Ăçта кĕперсем çав тери япăхланнă, ĕç чи малтан çавăнта куçать.

– Апла пулсан ытти ялсене те строительсен алли çитнĕ. Ăçта тата хăш енпе-ши.

– Тен, пысăк ĕçех мар, анчах та, тĕслĕхрен, Упакассинче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра çĕнĕ карта ятарлă сетка карсах тытрăмăр. Унчченхи пит япăхланнăччĕ, юписем те çĕрнĕччĕ.

Хутлăх администрацийĕн çуртне кĕнĕ чух, асăрхарăр пулĕ, инвалидсене коляскăсемпе хăпармашкăн пандус тунă. Ку çуртра çавăн пекех библиотека, культура «вучахĕ» вырнаçнă.

Çичĕ ялти çĕнĕ урамсене электрификацилес ĕçе вĕçлеме пултартăмăр. Планра пилĕк объект кăна пулнă пулсан, «Чувашэнерго» предприяти пулăшăвĕпе тепĕр иккĕшне те «туртса кăлартăмăр» темелле. Çапла, Çĕнъял Упакассинчи Восточная урамра 420 метр, Вăрман Кушкăри Новая урамра 760 м, Караньялĕнчи Молодежная урамра 550 м., Мĕшĕлти Лесная урамра 320 м, Урхас Кушкăри Молодежная тата Садовая урамсенче 336 тата 675 м., Упакассинчи Первомайская урамра 420 метр таран электролини карнă.

Çак хушăрах Караньялĕнче, Урхас Кушкăра тата Мĕшĕлте виçĕ электроподстанци тунă. Çывăх тапхăрта Йĕшĕмкассинче çĕнĕ электротрансформатор хута каймалла. Çаксене шута илсен, уйрăм ялсем электричество вăйĕ ÿкнĕрен нушаланма пăрахмалла.

– Ял çынни, Сергей Георгиевич, татах та ыйтать-çке. Калăпăр, унăн урам хушшинче тикĕс е асфальт çулпах утас килет. Строительствăн çак енĕпе мĕн калама пултаратăр.

– Иртнĕ çула илес пулсан, Караньялĕнчи икĕ урама, Мокеев (495 метр) тата Молодежная (300 метр, кунта çавăн пекех çырма урлă ункă хурса хăварнă) урамсене вак чул сарса тикĕслетнĕ. Пĕтĕмпе 704 пин те 927 тенкĕ тăкакланă. Палăртмалла, çак ĕç ятарлă программа шайĕнче пурнăçланать, укçа-тенкĕ республика тата вырăнти хутлăх бюджечĕсенчен пырать.

Кăçал ку тĕлĕшпе Упакассинчи тата Çĕнъял Упакассинчи урамсене йĕркене кĕртме, шыв таранне тĕпрен юсама планланă. Укçи-тенки епле çитсе пырать ĕнтĕ, çавах палăртнине пурнăçлама тăрăшăпăр.

Çавăн пекех хутлăх территорийĕнчи виçĕ çăла тĕпрен юсама, пĕрне типтерлеме палăртнă. Чылай ял тип çырмаллă та варлă пулнăран кăçал та пĕр пĕвене, виçĕ кĕпере йĕркене кĕртме йышăннă, иккĕшне тĕпрен юсамалла, пĕрне çĕнĕрен тумалла.

–Тумалла тенĕрен, Сирĕн тăрăхри тепĕр строительство объекчĕ (калаçу ун пирки темиçе çул та пырать) аса килчĕ. Каллех вăл Мĕшĕл ялĕпе çыхăннă. Çак ял патне Хуракасси автотрасси енчен асфальт çул илсе пырассипе çыхăннăскерччĕ пулас вăл.

– Çапла, сăмахĕ 2008-мĕш çултанпах пырать. ,çне те, ахăртнех, çав вăхăтрах пуçланă. Кирек епле строительство пуçлама ирĕк паракан патшалăх экспертизине вара пĕлтĕр аран илме пултартăмăр. Çак çула тума 17 миллион та 149 пин тенкĕ укçа кирлĕ. Патшалăх пулăшăвне явăçтарас тесе хутлăх ячĕпе те, район администрацийĕ ячĕпе те ятарлă ведомствăсене пĕрре мар çырусемпе тухнă. Патшалăх программине кĕрес пулсан, хамăр хутлăх енчен çÿлерех асăннă суммăн 10 процентне хывмалла. Пирĕншĕн вăл питĕ пысăк сумма.

– Ăнланмалла, вăй çитересси иккĕленÿллĕ. Вырăнти администраци ятарлă çырупа тухни вара, эп пĕлнĕ тăрăх, тепĕр проблемăна татса пама май панă.

– Çапла, Упакассинче халăха малтанхи медицина пулăшăвĕ парас ыйтупа иртнĕ çул администраци тата вырăнти депутат ячĕпе эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне çырупа тухнăччĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен килнĕ хурав халăха тивĕçтермелле, 2014-мĕш çулта асăннă ялта ятарлă программа шайĕнче (республикăра 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тума май параканскер) ФАП хута кайма кирлĕ. Сирĕнпе калаçăва малалла тăснă май пуçа тепĕр шухăш та пырса кĕчĕ. Медицина пулăшăвĕн учрежденине Çĕнъял Упакассинче тусан меллĕрех мар-ши çак тăрăхра пурăнакансемшĕн. Кунта юнашар асфальт çул та, магазин та пур. ФАП кунта пулсан кÿршĕри ялсенче пурăнакансемшĕн çулĕ те пит вăрăм мар. ФАПа пырсан магазина кĕрсе кирлĕ тавара туянса кайма та пултараççĕ.

Пирĕн хутлăх террито-рийĕнчи тепĕр фельдшерпа акушер пункчĕ Караньялĕнче пулма кирлĕ.

– Сергей Георгиевич, ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен хăшне асăннă пулăттăр.

– Патшалăх, республика, район, вырăнти халăх ыйтнине пурнăçлама тăрăшатпăр. Тен, пур чухне те кирлĕ пек пулса пымасть, çавах та тăрăшатпăр. Пĕлтĕр, акă, федераллă программăпа икĕ тăлăха – М.Овчинниковпа А.Трутновăна – хваттерсемпе тивĕçтертĕмĕр. Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерсене (кашни 841 пин те 500 тенкĕлĕх) Сĕнтĕрвăрри хулинче туяннă.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика