Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пепкесем çуралаççĕ

09 февраля 2015 г.

Ял хутлăхĕн администрацине тĕрлĕ ĕçпе пыраççĕ ял çыннисем. Кама мĕн кулянтарать, кама мĕн кирлĕ, вĕсен ыйтăвĕсене пурне те хутлăхри специалистсем татса пама тăрăшаççĕ. Луиза Андреева, акă, яшсене çар учетне тăратас ĕçе туса пырать, çак кунсенче кăна-ха хутлăхри 11 яша Сĕнтĕрвăррине медицина комиссийĕ витĕр тухма илсе кайрĕ. Ирина Алексеева – ертсе пыракан специалист-эксперт(сăнỹкерчĕкре), Вера Шорникова специалистăн та ĕçĕ нумай. Акă, паян та тĕрлĕ ыйтупа ял хутлăхне çынсем пĕрин хыççăн тепри килчĕç, çĕр ыйтăвĕпе те, кил-çурта приватизацилессипе те. Дмитрий Ильинăн аслă ачи кăçал авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче 1-мĕш класа кайма тытăнать. Çамрăк ашшĕ çавна май кирлĕ хутсем пуçтарать, кунта вара справка илме килнĕ. Çамрăксем пирки сăмах пуçланă май çакна та каласа хăварма кăмăллă, пĕлтĕр хутлăхра 35 пепке çуралнă, ку районта иккĕмĕш кăтарту, Сĕнтĕрвăрри хули хыççăн. Кун çути курнă ачасен шучĕ вилнĕ çынсенчен ытларах пулни пушшех те савăнтармалли хыпар. Иртнĕ çул хутлăхри 2 çамрăк çемье хăйсен пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарнă. Çĕнĕ çурт çĕклеме вĕсене «Пурăнмалли çурт-йĕр» ятарлă Федераци программипе 704340-шер тенкĕлĕх социаллă пулăшу панă.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика