Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял сăн-сăпачĕ урамсенчен пуçланать

09 февраля 2015 г.

2010-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Урхас Кушкă ял хутлăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче Сергей Георгиевич ГРИГОРЬЕВ ĕçлет. Калас пулать, вăл ялти пурнăçа, ялти çыннăн нушине аван пĕлекен çын. Ку яваплă должнăçра ĕçлеме пуçличчен «Звезда» совхоза 20 çул ăнăçлă ертсе пынă. - Сергей Георгиевич, Эсир ертсе пыракан ял хутлăхĕ районта чи пысăккисенчен пĕри – 14 ял кĕрет унта. Татса памалли ыйтусем, паллах, кашни ялтах пур. Анчах килĕшетĕр пулĕ, ял сăн-сăпачĕ урамсенчен, унти çул-йĕрсенчен пуçланать. Пĕлтĕр çак енĕпе хутлăхра мĕнле ĕçсем пурнăçланă. - Кашни çулах ялсенчи çулсене юсама тăрăшатпăр. Пĕлтĕр Караньялĕнчи Мокеев урамĕнче 350 м, Упакассинчи Октябрьски урамĕнче 200 м, Этнескерти Центральная урамра 160 м, Мĕшĕлти Вăрман урамĕнче 200 м çула вак чул сарса юсанă. Çак ĕçе кăçал та малалла тăсăпăр. Ялсенчи çулсене юсама вырăнти бюджетран тата республика бюджетĕнчен 1299 пин тенкĕ уйăрнă. Халĕ аукцион ирттерсе подрядчиксене палăртасси çеç юлать. Уйăрнă укçапа Урхас Кушкăри, Упакассинчи тата Этнескерти хăшпĕр урамсене юсăпăр. - Караньялĕнчи çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕ хăçан хута кайĕ. - Ăна туса пĕтернĕ тесен те юрать ĕнтĕ. Халĕ унта ятарлă хатĕрсем, сĕтел-пукан вырнаçтараççĕ. Караньяль, Мĕшĕлте пурăнакансене ФАП уçни чылай çăмăллăх кỹрĕ. Вĕсен Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне килсе çỹреме лекмĕ. Кăçал Упакассинче те тепĕр ФАП тума пуçласшăн. Анчах пĕтĕмпех укçа уйăрнинчен килет. - Таса шыв ыйтăвĕ сирĕн тăрăхра çивĕч мар-и. - Хутлăха кĕрекен ялсене илес пулсан, Упакассинче тата Йĕшĕмкассинче шыв ыйтăвĕ çивĕчрех пулнине палăртмалла. 2013-мĕш çулта Упакассинчи çăлкуçран шыв парса таракан гидротарана юсарăмăр, шыв пăрăхĕсене улăштартăмăр. Гидротарана 1932-мĕш çултах вырнаçтарнă пулнă. Халĕ вăл паянхи кун та халăха шывпа тивĕçтерсе тăрать. Çак хатĕрĕн лайăх енĕ - вăл электричествăсăрах, çапса юхакан шыв вăйĕпе ĕçлет. Паллах, асăннă ялсенче çĕнĕ йышши шыв сооруженийĕсем кирли куçкĕрет. - Культура енĕпе хутлăх мĕнле аталанса пырать. - Урхас Кушкăра Культура çурчĕ тата библиотека пур. Паллах, культура вучахĕсем ытти ялсенче те кирлĕ ĕнтĕ. Сăмахран, Караньялĕнче клуб пулнă пулсан питĕ аванччĕ. Тата çакăнпа мăнаçланас килет, пĕлтĕр эпир Урхас Кушкăра Культурăпа кану паркне хута ятăмăр. Унта ятарлă сцена, бетон площадки, саксемпе сĕтелсем турăмăр. Çуллахи вăхăтра кунта концертсем ирттерме пулать, канма та аван. Чăваш эстрада çăлтăрĕ Александр Васильев вара хăйĕн çепĕç юррисемпе вырăнти халăха пĕрре çеç мар савăнтарчĕ. Турра ĕненекенсем валли те лайăх улшăнусем пулса иртрĕç. Сăмахран, Упакассинче Петр Васильевич Степанов тăрăшнипе часавай уçрăмăр. - Халăха хỹтĕлес енĕпе йышăннă патшалăх программисем епле пурнăçланса пыраççĕ сирĕн патра. - Пĕлтĕр икĕ тăлăх ачана Сĕнтĕрвăрри хулинче хваттер илсе патăмăр. Черетре – тепĕр ача. Вăрçă участникĕсене (3 çын), салтак арăмĕсене (20 çын) хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене те пулăшатпăр. - Сергей Георгиевич, тавтапуç Сире татăклă хуравсемшĕн.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика