Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Универсиадăра – Чăваш Ен спортсменĕсем

06 июля 2013 г.

Утă уйăхĕн 6-17-мĕшĕсенче Хусанта Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада иртет. Унта спортăн 27 тĕрлĕ енĕпе вăй виçме Раççей атлечĕсем хутшăнаççĕ. Спортăн икĕ тĕрлĕ енĕпе (çăмăл атлетика тата ирĕклĕ кĕрешÿ) Раççей командин йышне Чăваш Енрен 7 спортсмена кĕртнĕ. Алина Прокопьева, Наталья Пучкова, Вера Соколова, Марина Пандакова, Ирина Юманова, Кристина Савицкая – çăмăл атлетикăпа тата Екатерина Краснова – ирĕклĕ кĕрешÿпе тупăшĕç.

Ултă куна тăсăлакан çăмăл атлетика турнирĕ утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче пуçланĕ. Унта 10000 метрлă дистанцие Алина Прокопьевăпа Наталия Пучкова чупĕç. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче вара вĕсем çурма марафона хутшăнĕç. Вера Соколова, Марина Пандакова тата Ирина Юманова спорт енĕпе 20 çухрăм утассипе медальсемшĕн утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче кĕрешĕç. Çав кунах Лондонри Олимпиадăна хутшăннă Кристина Савицкая спортăн çичĕ енĕпе икĕ куна тăсăлакан ăмăртура малтисен ретне йышăнассишĕн тăрăшĕ.

«Ак Барс» ятлă кĕрешÿ керменĕнче утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ăмăртусем пуçланĕç. Çак турнирта хĕрарăмсем хушшинче 51 килограмри виçе шайĕнчи категорире Екатерина Краснова кĕрешÿ кавирĕ çине тухать.

Г. МИХАЙЛОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика