Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ эвакуацийĕ ăнăçлă иртрĕ

11 сентября 2019 г.

Çак эрнере районта пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ пуçланчĕ. Вăл авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен пырать. Çав йĕркепе Хуракасси шкулĕнче иртнĕ юнкун вĕрентÿ эвакуацийĕ иртрĕ.

Мероприятин тĕп тĕллевĕ шкула вут тивсен вĕренекенсемпе шкул ĕçченĕсене тĕрĕс-тĕкел çуртран урама илсе тухасси пулчĕ. «ОБЖ» предмета вĕрентекен Н. Алаев ертсе пынипе эвакуаци йĕркеллех иртрĕ. 175 вĕренекен, 17 вĕрентекен тата шкулта ĕçлекен 9 çын инкек-синкексĕр шкулăн спорт лапамĕнче пухăнчĕç. Линейка вăхăтĕнче эвакуаци кашни утăмне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç. Мероприятие хутшăннисен пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă теори пĕлĕвĕ тата практика хăнăхăвĕ кирлĕ шайра пулни курăнчĕ. Вĕсем палăртнă задачăна аванах пурнăçларĕç.

 

Л. СЫНКОВА, директор çумĕ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика