Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шуршăлта космонавтăн çуралнă кунне уявларĕç

07 сентября 2019 г.

Кĕçнерникун Шуршăлта Андриян Григорьевич Николаевăн 90-мĕш çуралнă кунне халалланă ятарлă митинг иртрĕ. Космонавтăн пурнăçĕпе ĕçне асăнма унăн тăван ялне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев, Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К. Яковлев, Совет Союзĕн Геройĕ А. Баландин, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Н. Гаврилов, Андриян Николаевпа Валентина Терешкован хĕрĕ Е. Терешкова килчĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ Н. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çавăн пекех мероприятие район администрацийĕн пай пуçлăхĕ-сем, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Хаклă хăнасене районти халăх фольклор ушкăнĕ-сем кĕтсе илчĕç, хăнасене валли çăкăрпа тăвар илсе тухрĕç. Е. Терешкова Шуршăла пĕрремĕш çитрĕ. Космонавт хĕрĕ пухăннисене тав турĕ: «Эпĕ аттен тăван ялне килетĕп те ачалăх саманчĕсене аса илетĕп. Атте, анне, эпĕ, вĕçĕмсĕр çырма-çатра, Çавал шывĕ хĕрринче пулаттăмăр. Пĕрремĕш хут мана кунта çичĕ уйăхра илсе килнĕ, çавăнпа маншăн та Шуршăл чуна çывăх вырăнсенчен пĕри пулĕ. Кунта яланах ăшă çанталăк тăрать. Ял çыннисен чунĕсенче те вăл нихăçан та ăмăр пулмасть пуль тесе шухăшлатăп. Юратнă аттене манманшăн тав тăвас килет сире. Маншăн та вăл çăлтăр пек. Халĕ вăл мĕнле пулĕччĕ-ши, мĕн тунă пулĕччĕ-ши тесе шухăшлатăп эпĕ чылай чух. Пулăшу ыйтакана нихăçан та ахаль хăвармастчĕçке космонавт. Чылай чухне хăй тăван районĕпе республика тăрăх кайса çÿретчĕ, ĕç халăхĕпе тĕл пулса унăн нушисене пĕлме тăрăшатчĕ. Халĕ вара манăн ытларах çамрăксене чĕнсе калас килет. Атте пек маттур пулса пысăк тĕллевсем лартма пĕлĕр! Андриян Григорьевичăн хăйĕн пысăк çулне пуçланă чухне нимĕн те пулман. Вăрман техникумĕнче вĕреннĕ тапхăрта вăл Шуршăлтан Сĕнтĕрвăррине çара уран та çÿренĕ, апат çиес тесен те унăн сухан пуçĕпе çĕр улми кăна пулнă. Анчах нимĕнле йывăрлăх та çапса хуçайман ăна, тĕнче уçлăхне çитме вăй кăна панă»,-терĕ космонавтăн хĕрĕ. Унтан вăл ашшĕн тăпри çине чечексем хучĕ.

Елена Андрияновнăран кăшт каярах Мемориал комплексĕ патне космонавтсен, Совет Союзĕпе Раççей Федерацийĕн Геройĕсен ушкăнĕ çитрĕ. Н. Гаврилов Андриян Григорьевич тунă ĕçе, вăл палăртса хăварнă тĕллевсене малалла пурнăçламалли пирки калаçрĕ.

Космонавт Чăваш Ен ентешлĕхĕсем валли тунă ĕç пирки те сăмах тухрĕ асăну митингĕнче. Наци, культура е çарта тăракансен пĕрлешĕвĕ - çакă Андриян Григорьевичшăн пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вăл ниме те уйăрман. Халăх пĕрлĕхĕнче ырлăхпа тухăç курнă пулсан, ентешĕсене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă.

«Андриян Григорьевич тунă ĕç вăл пĕр кунлăха кăна мар. Çăлтăр тупнă каччă тĕнче уçлăхне вĕçнĕ хыççăн пĕтĕм чăваш çунатланнă. Пĕрисен çапла вĕçме ĕмĕт çуралнă, теприсем хăйсен ĕçне татах та хастартарах тума тытăннă. Малашне те çынсем Андриянăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен ан манччăр тесе, эпир çĕнĕрен те çĕнĕ объектсене унăн ятне паратпăр, шкулсемпе аэропортсене, спорт пĕрлешĕвĕсен центрĕсене. Çак ĕç республикăна çĕнĕ çитĕнÿсем патне çитме май парасса шанатпăр. Тавтапуç Шуршăл çыннисене Андриян Григорьевича манманшăн. Астăвăм чĕрĕ чухне çын та чĕрĕ тесе ахаль каламаççĕ. Космонавт тунă ĕç вара вилĕмсĕр. Вăл Чăваш çĕрне тĕнче валли уçни нихăçан та манăçа тухмасть», - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хăй сăмахĕнче.

Унтан хăнасем пухăннă халăхпа сăнÿкерчĕк турĕç, «90 çул тĕлне - 90 ыйту» викторина çĕнтерÿçисене дипломсем пачĕç. Сĕнтĕрвăрринчи пĕрремĕш номерлĕ гимназире вĕренекен С. Федоров унта пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, иккĕмĕш вырăна Сĕнтĕрвăрринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен А. Пьяночкин тивĕçлĕ пулчĕ, виççĕмĕш вырăнта вара гимназире вĕренекен А. Ильина пулса тăчĕ.

Çав вăхăтра Космонавтика музейĕ çумĕнче район шкулĕсен космонавтика кружокĕсем ятарлă космос лапамĕсем хатĕрленĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче калаçса татăлнă хыççăн вĕсем, Хĕвел системин пĕршер планетине суйласа илсе, вĕсем пирки пысăках мар доклад хатĕрленĕ, хăйсем тунă ĕçе Михаил Васильевича кăтартма хатĕрленнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ачасен ĕçĕсемпе кăна мар, вĕсен пурнăçĕпе те интересленчĕ, мĕнле вĕреннине, мĕн çинчен ĕмĕтленнине тĕпчерĕ, вăтанчăкраххисене уçăрах пулма ыйтрĕ, маттуррисене мухтарĕ. Педагогсенчен космос темипе ĕçлекен пĕрлешÿсен нушисем çинчен ыйтса пĕлчĕ, вĕсене кирлĕ пулăшу парса тăма шантарчĕ.

Унтан Михаил Васильевичпа ытти хăнасем часавайра космонавт вилтăпри çине чечексем хыврĕç, Мемориаллă комплекс пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç.

Хăнасем саланнă хыççăн та уяв малалла тăсăлчĕ. Каярах кунта Шуршăл ялĕн кунĕ иртрĕ. Районти халăх фольклор ушкăнĕсемпе чăваш эстрада çăлтăрĕсем юрларĕç, вĕсем халăх маттурлăхĕпе ял пурнăçне, телейпе савăнăç ыйтуне пултарулăхпа искусство урлă кăтартса пама пултарчĕç. Çак вăхăтра пухăннă халăх шÿрпе, шашлăк тата урăх апат-çимĕçпе сайланчĕç.

Уяв тĕттĕмленсен кăна вĕçленчĕ. Юлашки самантра тÿпене тăхăрвунă фейерверк сасси çурчĕ. Андриян Григорьевич Николаевăн çуралнă кунĕ çапла вĕçленчĕ.

 

И. ДЕРЮЖИН.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика